Хыпарсем

Октябрӗн 1-мӗшӗнчен – пӗлтерӗшлӗ улшӑнусем

Ӗнер. Паян. Ыран

Улшӑнусем пенси тӳлевӗсене, маркетплейссенче туянассине, миграци контрольне, суту-илӳсене пырса тивеҫҫӗ.

Сентябрь уйăхӗнче 80 ҫул тултаракан Тутарстанăн пенсионерӗсем октябрь уйӑхӗнчен страховани пенсийӗн палӑртнӑ пайӗ ҫумне хушма тӳлев илме пуçлӗҫ. I ушкӑнри инвалидсем валли те ҫавӑн пек хушӑм пӑхса хӑварнӑ. Анчах та 80 ҫул тултарнипе тата I ушкӑн инвалид пулнипе икӗ хушма тӳлеве тӳрех палӑртмаҫҫӗ – тӳлеве пӗр никӗспе  кӑна шутлаҫҫӗ.

Октябрӗн 1-мӗшӗнчен вӑй ведомствисен линийӗпе пенси илекен ҫар ҫыннисен тата вӑй структурисен ветеранӗсен пенсийӗсене 4 процент индексацилӗҫ. Çак улшӑнусем тивӗҫлӗ ведомствӑсем урлӑ пенси тивӗҫтерӗвне илекен Тутарстанра пурăнакансене те пырса тивӗҫ.

Октябрь уйӑхӗнчен цифра суту-илӳ площадкисен ӗҫне йӗркелекен ҫӗнӗ правилӑсем вӑя кӗреҫҫӗ. Маркетплейсран илнӗ тавара ҫитменлӗх тупӑнсан, туянакан требованине тӳрремӗнех платформа урлӑ сутуҫăна яма пултарӗ. Маркетплейс операторӗсен кун валли техника майӗ туса памалла. Тавар карточкисене, хаксене тата льготăсене те уйрӑм требованисем лартаҫҫӗ.

Пӗлӳ паракан организацисене маркетплейссем урлӑ вак-тӗвек туянма ирӗк параҫҫӗ. Тӗслӗхрен, шкул е ача сачӗ канцеляри таварӗсем, спорт хатӗрӗсем тата ытти пӗчӗк хатӗр-хӗтӗр туянма пултарӗҫ. Ку процедурӑна хальлӗхе эксперимент вырӑнне кӗртеҫҫӗ, вӑл 2028 ҫулхи сентябрӗн 30-мӗшӗччен пырӗ.

Октябрь уйӑхӗнчен пуçласа Шалти ӗçсен министерстви налук органӗсенче ӗҫ мигранчӗсен тупӑшӗ пирки информаци илме пултарӗ. Тӗллев – ют ҫӗршыв гражданинӗн тата унӑн Раҫҫейре пурӑнакан ҫемье членӗсен тупӑшӗ регионта палӑртнӑ пурӑнмалли минимумпа килӗшсе тӑнине тӗрӗслесси. Официаллӑ тупӑш ҫителӗксӗр пулсан, мигрантăн Раҫҫейре пулма ирӗк паракан документсем тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнма пултараҫҫӗ.

Октябрӗн 1-мӗшӗнчен çутӗç учрежденийӗсем таврашӗнчи зонӑсене палӑртмалли йӗрке те улшӑнӗ. Çак территорисенче пирус тата вейп сутма чараççӗ. Унсӑр пуҫне пирус тата никотинлӑ продукцие ваккӑн тата курттăммăн сутма лицензи требованийӗ кӗртеҫҫӗ.


Нет комментариев