Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Общество пӗлӗвне вӗрентмӗç

2026 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен 8-мӗш класӗнче вӗренекенсем обществознани предметне вӗренмӗҫ.

Обществознани енӗпе ҫӗнӗ программӑсем çине куҫасси майӗпен, икӗ ҫул хушшинче пурнӑҫланӗ. Ҫак вӗренӳ ҫулӗнче ку предмета 8-11-мӗш классенче вӗренекенсем малалла вӗренеҫҫӗ. Анчах ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен обществознани предмечӗ 9-11-мӗш классен программинче кӑна юлать.

Ҫавӑн пекех 9-11-мӗш классем валли обществознани енӗпе ҫӗнӗ пӗрлехи учебниксем хатӗрлесси те вӗҫленнӗ. Унсӑр пуҫне, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен шкул программине «Ӗҫе вӗрентесси. Пĕрремĕш» ятлă çĕнĕ тĕллеве кĕртеççĕ. Маларах урок тулашӗнчи форматра пулнӑ асӑннӑ программа вӗренекенсене илнӗ пӗлӗве практикӑра усӑ курма, професси тӗлӗшӗнчен хӑй тӗллӗн палӑртас тӗлӗшпе пӗрремӗш утӑмсем тума пулӑшмалла. Ӑнӑҫлӑ проектсем валли ППЭ кӑтартӑвӗсем ҫумне хушма балсем хушма та палӑртнӑ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев