Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Обществăлла ӗҫсен ценрӗнче

Шалти ӗҫсен органӗсенче ветерансен обществӑлла организацийӗсем ӗҫлеме тытӑннӑранпа – 35 ҫул

1991 ҫултанпа апрелӗн 17-мӗшӗнче Раҫҫей Шалти ӗҫсен органӗсен ветерансен организацийӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Кун пирки эпир районти шалти ӗҫсен пайӗн ветерансен организацийӗн ертӳçипе Фариз Шакировпа калаҫрӑмӑр.
Районта тата ытти регионта тӗрлӗ ҫулсенче Ҫӗпрелӗнчи Шалти ӗçсен пайӗнче ӗçлесе,  тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ 42 ветеран пурăнать. Вӗсен хушшинче 14 ветеран ҫӗршывӑн Çурҫӗр-Хӗвелтухӑҫӗнче, ятарлӑ ҫар операцийӗнче, Чечняра, Дагестанра ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн отставкӑри полици полковникӗ Вазих Сатдинов «Общество йӗркине сыхлас ӗҫре палӑрнӑшӑн» тата 2 степеньлӗ «Тӑван çӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медальсене, отставкӑри милици майорӗ Фархат Шигапов (Чечняра, Дагестанра икӗ хутчен командировкӑра пулчӗ) – «Паттӑрлӑхшӑн» медале тата Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-Пӑшаллӑ Вӑйӗсен тӗп командующийӗн Тав çырăвне тивӗҫлӗ пулчӗç.
Районти шалти ӗҫсен пайӗ хӑйӗн ветеранӗсене те тивӗҫлипе чыслать. Таскира Хайрутдинова (пайăн  бухгалтерӗ), Иван Чамин (водитель-милиционер) тата Михаил Шленский (милиционер) 90 ҫулхи юбилейӗсене паллӑ турӗҫ.
Икӗ ветеран вара, отставкӑри полици подполковникӗ Рустем Мухаметзянов тата отставкӑри полицин аслӑ лейтенанчӗ Владимир Шумилов паян яваплӑ ӗçсенче вăй хураççӗ.
– Ветеранăмăрсем, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ пулин те, хастар пулса юлаҫҫӗ, тӗрлӗ сферӑра хӑйсене тӗрӗслеҫҫӗ, общество ӗҫне хутшӑнаҫҫӗ. Сăмахран, Фархат Шигапов предпринимательлӗх енӗпе проектсем ҫырса, грантсем ҫӗнсе илчӗ. Дамир Идиятуллов хăйӗн тӑван Ильмет-Чаткас ялӗнчи ҫӗрсене ӗçе кӗртсе, район çыннисене улма-çырлапа тивӗҫтерет. Полицийӗн отставкӑри майорӗ Лилия Халиуллова чугун ҫул поезчӗсенче обществӑлла апатланупа тивӗҫтерет, – тет ветерансен организацийӗн ертӳçи Фариз Шакиров.
Вăл палăртса иртнӗ тăрăх, организацийӗн тӗллевӗ – пенсионерсен, инвалидсен, вӗсен ҫемйисен членӗсен пурнӑҫӗнче килсе тухакан социаллӑ ыйтусене пӗрле татса парасси, пурлӑхпа ӑс-хакӑл пулӑшӑвӗ парасси, вӗсен прависемпе законлӑ интересӗсене хӳтӗлесси. 
Ҫакӑншăн организаци шалти ӗçсен министерствин структурисемпе, обществăлла  организацисемпе ӗҫлет. Йывӑрлăхсем килсе тухнă вӑхӑтра – пулӑшу парасси, ватӑсен пурнӑҫне, халӗсене пӗлсе тăрасси, юбилей çулӗсемпе саламласа иртесси – организацире ӗлӗк-ӗлӗкрен пыракан йӑла.  
– Эпир Кӗҫӗн Упи ялӗнчи В.Саймулловӑн ашшӗ-амӑшне, Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнчи 1 ушкӑн инвалидне Масхут Аббазова пулӑшу парассине яланах контрольте тытатпăр. Ветеранăмăр Айрат Хузиев Масхут Аббазова коляска парса пулӑшма шантарчӗ, – тет Фариз Шакиров çавна май тӗслӗхсене илсе кăтартса.
Шалти ӗçсен органӗсенче ветерансен обществӑлла организацийӗсем ӗҫлеме пуçланăранпа 35 ҫул ҫитнине халалласа асӑнмалӑх награда – медаль туса хунӑ. Ҫак наградӑна уяв кунӗнче 24 ветеран тивӗҫлӗ пулчӗ.
Районти шалти ӗҫсен пайӗнче музей-пӳлӗм те пур. Унта 350 ытла экспонат пухнӑ. Музее, 1989 ҫулта, хальхи вăхăтра районти шалти ӗҫсен пайне ертсе пыракан Марат Хузеев никӗсленӗ. Анат Чакă ялӗнчи Михаил Архангел храмăн настоятелӗ Олег атте те музее туллилентерме яланах хӑйӗнчен пай кӗртет.  
– Организацийӗн ӗҫӗ-хӗлӗ малашне общество пурнӑҫӗнче законлӑха тата право йӗркине ҫирӗплетес тӗллевлӗ пулӗ, – тет Фариз Шакиров.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев