Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Нумай ҫул пӗрле пурӑнни – пысӑк телей

Районта 60, 65 ҫул пӗрле пурӑннӑ мӑшӑрсене чысларӗç

Çак ӑшӑ тӗлпулусем Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне  те тӳрӗ килчӗҫ

Телейлӗ мӑшӑрсене саламласма районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов, ЗАГС пайӗн начльникӗ Альбина Шарафутдинова, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем килнӗччӗ.
 

 – Эсир, савӑнӑҫра та, пурнӑҫри йывӑр самантсенче те пӗр-пӗриншӗн тӗрек пултăр – районăмăрăн хисеплӗ ҫыннисем, тӗслӗхлӗ ҫемьесем, – тесе хӑйӗн ăшă сунăмӗсене пӗлтерчӗ Айрат Залялов

Район пуҫлӑхӗн ячӗпе хӑнасем юбилярсене саламлă çыру, парнесем пачӗҫ, ҫывӑх ҫыннисене чылай ҫул савӑнтарса пурăнма сунчӗҫ.

Халитовсен çемйи пӗрле пурӑнма пуçланăранпа 60 ҫул вăхăт иртнӗ. Вӗсен пурнӑҫ сукмакӗсене пӗр тикӗс пулман, анчах пурнӑҫ тӗрӗслевӗсене пӑхмасӑр, вӗсем çак сумлă уява савӑнса кӗтсе илеҫҫӗ.

Василь Измагиловичпа Назия Салаховна Халитовсем Мучелей ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Ӗҫ ҫулне Василь Измагилович тракторист пулӑшуҫи пулса пуҫласа ярать, унтан комбайнӗр пулса ӗçлет, хурт-хӑмӑр ӑстин профессине алла илет, колхозăн утарне пӑхса тăрать. 1964 ҫулта ӑна «Авангард» колхоз ăн бригадирӗ пулма палăртаççӗ, ҫак должноҫра вӑл тивӗҫлӗ канӑва та тухать. 
Мӑшӑрӗ Назия Салаховна та Мучелей ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн, колхозра ӗҫлеме пуçлать. Матак ялӗнчи пекарньăра ҫӑкӑр пӗҫерет. Тивӗçлӗ канăва « Госстрах» организацире агент пулса ӗҫлесе тухать.
Халитовсем иккӗшӗ те – вӑрҫӑ ачисем. Нумай йывӑрлӑх кураҫҫӗ, анчах та, пуç усмаççӗ. Пилӗк ача çуратса ӳстереççӗ, тивӗҫлипе, хӑйсен тӗслӗхӗпе воспитани параҫҫӗ. Паян вӗсенчен кашниех – пурнӑҫра хӑйсен ҫулне тупнӑ ҫынсем, пӗр ывӑлӗ ҫемйипе ялта, юнашарах пурӑнать.

– Нумай ҫул пӗрле пурӑнни – пысӑк телей, – теҫҫӗ Халитовсем.

Ҫӗнӗ Кахăрлă ялӗнче пурӑнакан Багаутдиновсем района йӗркелес ӗҫе пысӑк пай кӗртнӗ çынсем.

Глира Сирачевна Ҫӗнӗ Ҫӗпрел ялӗнче ҫуралнӑ. Вӗсем пӗр-пӗринпе курнăçасси, паллашасси те районта пулса иртнӗ. Амирзян пичче Ҫӗпрелӗнче вӗреннӗ. Анчах ун чухне пӗрле пурӑнма тытӑнасси пирки шухӑшламан-ха. Ҫулсем иртсен кăна, Амирзян Тагирович, ют çӗртен ӗҫлесе таврӑнсан кăна, Глира Сирачевнана качча тухма ыйтать. 

Кун хыҫҫӑн, Çӗнӗ Кахăрлă ялӗнче тӗпленсе, иккӗшӗ те ачасене пӗлӳ пама пуçлаççӗ. Глира Сирачевна – математика, Амирзян Тагирович – физикăпа математика предметне вӗрентме пуçлаççӗ.

Багаутдиновсем виҫӗ ывӑл пӑхса ӳстереççӗ, хӑйсен ачисене пурне те тивӗҫлӗ пӗлӳ параççӗ.

Амирзян Тагировичпа Глира Сирачевнан – ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ вӑрҫӑ ҫулӗсене тӳрӗ килнӗ. Пӗрле вӗсем 65 ҫул пурӑнаççӗ.

 

– Ҫемье    телейӗн никӗсӗнче –   юрату, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшни, чӑтӑмлӑх, пӗр-пӗрне ӑнланса пурăнни, – теҫҫӗ, ҫемье йӑли-йӗркине упраса, вӗсене ӑруран ӑрӑва парса пынă Багаутдиновсем.

 

Çак мăшăрсем чӑн-чӑн пурнӑҫ тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ, ҫирӗпленнӗ, тӑван ене парăнса, ӗçлесе пурӑннӑ ҫынсем. Вӗсем Тӑван ҫӗршыва юрăхлă ывăл-хӗр пӑхса ӳстернӗ, халӗ  кӗçӗн мӑнукӗсемпе савăнса, юратса,  пурнăçӗсене малалла тăсаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев