Никӗсӗм, ялăм, тесе пурӑнаҫҫӗ, ӗҫлеҫҫӗ Каюмовсем
Тӑван ене парӑнса
Хӑйсен ялӗн хакне пӗлекен, тӗп çурта салатмасăр, унта тӗпленнӗ ҫемье, пӗр шухӑшласа тӑмасӑр, кӑмӑла ҫӗклет. Манăн статьян геройӗ — Аслӑ Чăнлă ялӗнче пурăнакан Фаиль Каюмов та çавăн пеккисенчен.
Ильдуспа Фания Каюмовсен ҫемйинче вӗсем тетӗшпе шăллӗ пулса ҫитӗнеççӗ. Ашшӗ районти професси училищинче, унтан ялти «Ирек» колхозра вӑй хунӑ, амӑшӗ — ача садӗнче.
Фаиль, вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн, Ульяновск облаҫӗнчи Нагаткино поселокӗнчи техникумра малалла пӗлӳ илет. Унтан — ҫар служби. Вӑл службăна Наро-Фоминск хулинче иртет. Ҫар служби хыççăн, ялне таврӑнать.
Çав ҫулсем — колхозсем саланнă тапхăр, ӗҫсӗрлӗх... Каччă тӗрлӗ ҫӗрте стройкӑра ӗҫлеме пуҫлать. Хӑйӗн пулас мӑшӑрӗпе Полинапа та вăл ют çӗрте ӗҫлесе çӳренӗ чухне паллашать.
Полина — Чӑваш Республикин Ҫӗрпӳ районӗнчен. Ҫамрӑксем 2010 ҫулта ҫемье ҫавӑраççӗ. Тутар халӑхӗн наци йӑли-йӗркине, тутар чӗлхине пӗлмест пулин те ҫамрӑк хӗр тутар ялӗнче пурӑнма, тӗпленсе юлма хӑрамасть. Тутарла калаҫма кăмăлласах вӗренет. Паллах, Фаилӗн ашшӗ-амӑшӗ те хӑйсен кинне питӗ юратаççӗ, мӗн пӗлменнине ӑнлантараççӗ. Халӗ Полина тутар халӑхӗн авалхи йӑли-йӗркине те пӗлет, хисеплет.
Виҫӗ ҫула яхӑн ҫамрӑк ҫемье ашшӗ-амӑшӗпе, шӑллӗпе Фаниспа пӗрле пурӑнаççӗ. Унтан ҫамрӑксене тӗп никӗсре хӑварса, аслисем урӑх ҫурта куҫаҫҫӗ. Тӗп никӗсре пӳрт те, хуралтăсем те кивелнӗ. Ильдуспа Фания Каюмовсем, хӑйсен аслашшӗпе асламӑшӗ пурӑннă çуртăн вучахӗ ан сӳнтерччӗ тесе, тӗп никӗсе хӑйсен «ылтăн» алăллă ывӑлне Фаиле парса хӑвараҫҫӗ.
Фаиль фермер хуҫалӑхӗнче тракторпа ҫӗре ӗçе кӗртет, акана хутшӑнать. Пӗр сӑмахпа каласан, ӗҫе тиркемест.
2018 ҫулта ҫемьере иккӗмӗш ача ҫуралать. Ун валли уйӑрнӑ «Амӑшӗн капиталӗн» сертификачӗн укçи-тенкине те хушса, ҫӗнӗ ҫурт лартма пуçлаççӗ. Пӳрте купаласа хӑпартма тата пӳрт тӑррине витме кӑна ӗçлекенсем тара тытаҫҫӗ, ытти ӗҫсене Фаиль шăллӗпе Фаниспа, тӑванӗсемпе, тусӗсемпе пӗрле туса пыраççӗ. Халӗ ҫемье ҫӗнӗ, ку чухнехи, мӗнпур условисем пулнă ҫуртра савӑнса пурӑнать.
Паянхи кун Фаиль ялта сӗт пухать. Хӑйӗн ҫӗрӗ пур, ăна шăллӗпе Фаниспа пӗрле ӗçе кӗртеççӗ. 20 гектара яхӑн лаптăкра выльӑх апачӗ валли утӑ акнӑ. Хăйсен техникисем: «МТЗ-80», «МТЗ-82» маркӑллӑ икӗ трактор пур. Вӗсем ҫулмалли, ҫавӑрмалли, пухмалли машина пек хатӗрсем туяннӑ.
— Выльӑх валли тырӑ ҫеҫ туянатпӑр, утта, ҫу тăршшӗпех, хамӑр хатӗрлетпӗр, — теҫҫӗ Каюмовсем.
Ял тӑрӑхӗнче пурӑннӑ май, вӗсем выльӑх-чӗрлӗх те йышлӑ усраççӗ. Паянхи куна ултӑ пуҫ ӗне тата пӑру пур. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ ҫирӗм пин пуҫа ҫитни те пулкалать иккен.
Ҫемьере виҫӗ ача çут тӗнчене килнӗ. Асли Данир 8-мӗш класра вӗренет, хӗрӗ Алия — 4-мӗш класра, кӗҫӗнни Алмаз 5 ҫулта, вӑл ялти ача садне ҫӳрет.
Ӑнӑҫлӑ ҫемьери ачасем те ашшӗ-амӑшне пулӑшаҫҫӗ. Данир спортпа, уйрӑмах шахматпа интересленет. Данир та, хӗрӗ Алия та математикӑна юратаççӗ, тӗрлӗ тӗслӗхсем, задачӑсем шутлаҫҫӗ. Алмаз та питӗ интересленекен ача.
Кил хуçин мăшăрӗ Полина вара, пӳртре, пахчара илемлӗ, тӗрлӗ тӗслӗ чечексем ӳстерме юратать.
Хăйӗн ҫӗрне, тăван енне, ҫемйине юратакансем, никӗсӗм, тесе пурӑнакансем пур чухне пирӗн ялсен те малашлӑхӗ пур.
— Эпир тӑватӑ пӗртăван пӗрле ӳссе çитӗнтӗмӗр, эпӗ — иккӗмӗшӗ. Ачасене питӗ юрататӑп, ҫавӑнпа пӗр-пӗриншӗн тус пулччăр тесе, виҫӗ ача çуратрăм. Ашшӗ те — ачасене питех те юратать. Пурнӑҫра пӗртăван вăл — питӗ кирлӗ, ют ҫынна каласа пама пулман вӑрттӑнлӑхсене те тӑвансене каласа паратăн, — тет Полина.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев