«Никрут юрри»  рекрут юррин фестивалӗн призерӗсем
Хыпарсем

«Никрут юрри» рекрут юррин фестивалӗн призерӗсем

Фестиваль-конкурс

Май уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Хусанти Туслӑх Ҫуртӗнче салтак юррисен «Никрут юрри» ll республика фестиваль-конкурсӗ пулчӗ.

Ҫӗпрел районӗн делегацийӗ те тӑван тӑрӑха тивӗҫлипе паллаштарчӗ, ҫӗнтерӳпе таврӑнчӗ.

Призлӑ вырӑнсене йышӑнчӗҫ:
«Пасна» (Чăваш Паснапуç ялӗнчи Культура çурчӗн фольклор коллективӗ) — «Ушкӑнпа юрласси» номинацире 1-мӗш вырӑн.
«Çăлкуç» (Хулаçырми ялӗнчи Культура çурчӗн фольклор ансамблӗ) — «Йӑла» номинацире 2-мӗш вырӑн.
Мария Краснова (Ҫӗнӗ Упи ялӗнчи Культура çурчӗн заведующийӗ) — «Уйрӑммӑн юрласси» номинацире 3-мӗш вырӑн.

Фестивалӗн лауреачӗсем пулчӗç:
Геннадий Карсаков (Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ);
Татьяна Фадеева (Матак ялӗ);
«Ҫеҫпӗл» вокал ансамблӗ (Чӑваш Ҫӗпрел ялӗнчи Культура çурчӗ).

Пултаруллӑ ентешӗмӗрсене тивӗҫлӗ наградӑсемпе саламлатпӑр! Ҫирӗп сывлӑх, хавхалану тата ҫӗнӗ творчество çитӗнӗвӗсем сунатпӑр.

 


Нет комментариев