Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Никам та, нимӗн те манӑҫман

Календарьте дата

Районта Асӑнупа   хурлану кунне халалланӑ мероприятисем иртрӗҫ.

Шӑпах, 85 ҫул каялла, июнӗн 22-мӗшӗнче ирхине Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ. Мероприятие хутшӑнакансем район центрӗнчи Ҫар паттӑрлӑхӗпе Ӗҫ Мухтавӗн монуменчӗ умне пухӑнса Ӗмӗрхи вут умне чечексем хучӗҫ.

Тепӗр кун каҫхине Çӗпрел ҫыннисем Пӗтӗм Раҫҫейри «Астӑвӑм çурти» акцие хутшӑнчӗҫ. Унта хутшӑнакансем Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче пуҫ хунӑ паттӑрсене асӑнса лампа-ҫуртасем ҫутрӗç. Вăрçă хирӗнче вилнисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ.

– Фронтра ҫапӑҫнӑ, тылра тӑрӑшса ӗҫленӗ паттӑрсен умӗнче пуҫ таятпӑр, – терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров июнӗн 22-мӗшӗнче иртнӗ мероприятире. – Çак вӑрҫа пирӗн районти 14 пин ытла паттӑр ывӑл хутшӑнчӗ, вӗсенчен ҫурри ытла ырă-сывă таврӑнаймарӗ. Вӗсенчен кашнин ячӗсем пирӗн истори страницисене кӗнӗ. 

Ҫавӑн пекех, çак кун Совет Союзӗн Геройӗ, Хулаҫырми ялӗнче ҫуралса ӳснӗ ентешӗмӗр Григорий Семенов ҫуралнӑранпа 107 ҫул ҫитнине те паллӑ турӗҫ.  

Хулаçырми вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем унӑн пурнӑҫ тата ӗҫ, вăрçă ҫулӗсене поэзи йӗркисемпе палăртса иртрӗç. Мероприятие хутшӑнакансемпе пӗрле Геройăн бюсчӗ умне чечексем хучӗç. Бюст Геройсен Аллейинче вырнаҫнӑ.

– Ҫак куна манма юрамасть – вӑл кашни килтех, кашни ҫемьере хӑйӗн йӗрне хӑварнӑ», – терӗ районти ветерансен совечӗн ертӳҫи Роза Насибуллина. – Ку пирӗн асаттесем, аттесем утса тухнӑ ҫул, пирӗн аннесемпе асанне-кукамайсем тӳссе ирттернӗ сăнавсем...

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев