Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ӗҫне кура хисепӗ

«Бикчуров Р.А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн механизаторӗн, малта пыракан комбайнерăн Ильгизар Джамилевич Бухариевӑн ял хуҫалӑхӗнчи ӗҫ стажӗ тӑватӑ теçетке ҫул ытла

Ял хуҫалӑх ӗçченӗн ӗҫӗ нихӑҫан та ҫӑмӑл пулман. Енчен те, пӗрремӗшӗнчен, ҫакна ҫутҫанталӑк тӑрӑмӗ витӗм кӳрет пулсан, иккӗмӗшӗнчен, тырпул тухӑҫӗ те, тырпула ҫухатусӑр пухса кӗртесси те Ильгизар Бухариев пек ӑстасен тӑрӑшуллӑ ӗҫӗпе те тачă çыхăннă. 

Ильгизар Аслă Чăнлă ялӗнчен. Нумай ачаллӑ Зухрапа Джамиль Бухариевсен ҫемйинче вӑл виҫҫӗмӗш ача пулса ҫут тӗнчене килет. Унăн ашшӗпе амӑшӗ «Ирек» колхозра вӑй хунӑ. Техникӑпа интересленесси те ывăлне Ильгизара ашшӗнчен куҫнӑ, Джамиль пичче хӑй вӑхӑтӗнче колхозри чи ӗҫчен комбайнерсенчен пӗри пулать. Шкулта вӗреннӗ ҫулсенчех,  Ильгизар тетӗшӗсемпе ашшӗ хыҫҫӑн, ӗҫе ҫӳреме пуҫлать. Ҫитӗнсе пынӑ май, комбайнер пулӑшуҫин тивӗҫӗсене хӑй тӗллӗн пурнӑҫлама пуçлать.

Ялти шкултан вӗренсе тухсан, Ильгизар Ульяновск облаҫӗнче професси пӗлӗвне – водитель удостоверенине – илет. Унтан колхоза ӗҫлеме таврӑнать, ӗҫ çулне 1982 ҫулта, «Ирек» хуҫалӑхра тракторист пулса пуҫласа ярать.  Унтан ҫар служби пуçланать. Вӑл ăна Казахстанра иртет, ытти салтаксемпе пӗрле чугун ҫул тунӑ ҫӗре хутшӑнать. 

Ҫарта пулнӑ хыҫҫӑн, Ульяновск хулинчи строительство техникумне вӗренме кӗрет, ҫав ҫулсенчех хӑйӗн ялӗн хӗрӗпе Флерапа çемье çавăрать. Техникум пӗтернӗ хыҫҫӑн, ҫамрӑк ҫемье аслашшӗпе асламăшне, амăшне пăхас тесе, ялта ҫирӗпленме шултать.
– Ялта юлнӑшӑн эпир нихӑҫан та ӳкӗнмен. Пурӑнам, ӗҫлем текен ҫынна пур ҫӗрте те ҫул уҫӑ, кӑмӑл ҫеҫ пултăрччӗ, – тет Ильгизар Бухариев.

Ял хуҫалӑхӗнче 40 ҫул ытла ӗҫленӗ хушӑра Ильгизар Бухариевӑн прораб, инженер, комбайнер, тракторист, пӗр сӑмахпа каласан, универсал пулма тӳр килет. Ӑна Аслă Чăнлă ялӗн уйӗсем кӑна мар, пирӗн районти мӗнпур уй-хир те паллӑ. 2000 ҫулта вӑл район центрӗнче йӗркеленнӗ бригадӑпа «Кейс» комбайнпа агрофирма филиалӗсенче тырпул пухса кӗртнӗ ҫӗре хутшӑнать.  
Ялта «Бикчуров Р.А.» хресчен-фермер хуҫалӑхне йӗркелесен, ертӳҫӗ Равиль Адиевич ӑна «Полесье» комбайн шанса парать. Ильгизар Джамилевич ку техникӑпа юлашки ҫулсенче уй-хир ӗçӗсенче малти вырӑнсене çӗнсе илет. Кашни ҫулах комбайнера Сабантуй уявӗнче, малта пыракансен слетӗнче те наградӑлаҫҫӗ.

–  Тăрăшса, пултăр тесе ӗçлетпӗр. Ӗç çыннине хисеплекен ертӳҫӗн, опытлӑ инженерсен, ӗҫчен механизаторсен  пӗрлехи тăрăшулăхӗпе тырпул çитӗнет. Хальхи техникӑн нумай функциллӗхӗ те пирӗн ӗçе çăмăллăх парать. Кӑтартӑва кура пирӗн ӗҫе те хаклаҫҫӗ, – тет Ильгизар Джамилевич.

Ильгизар Джамиле-вичӑн тӳрӗ кӑмӑллӑ, тăрăшуллă ӗҫне тӗрлӗ ҫулсенче район пуҫлӑхӗн, ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-çимӗç  министерствин Хисеп грамотисемпе, РФ Ял хуҫалӑх министерствин Тав ҫырӑвӗсемпе палӑртнӑ. Иртнӗ çул ӑна «Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ механизаторӗ» текен  хисеплӗ ят пачӗç.

Ял хуҫалӑх енӗпе, ҫӗр ӗçӗпе пӗрлех, хресчен-фермер хуҫалӑхӗнчен ятарлӑ ҫар операцийӗн территорийӗнчи каччăсене яракан гуманитари пулӑшӑвне те Ильгизар Джамилевич «КамАЗ» автомобилӗпе унта ăсатас ӗҫре активлă хутшӑнать. 
Ҫемьере вӑл хисеплӗ мăшăр, ачисен юратнă  ашшӗ, мӑнукӗсен аслашшӗ. Мăшăрӗпе Флерапа тӗп никӗсре, амӑшӗн Зухра аппан канашӗсене туйса, илемлӗ пурнăç пурăнаççӗ.

Кӑҫалхи ҫул Бухариевсемшӗн юбилейлă та. «Аннене – 85 ҫул, мăшăрăмпа  иксӗмӗре – 60 ҫул» – тет Ильгизар Джамилевич.
Акă çакӑн пек Бухариевсем тӗп никӗсӗн вучахне сӳнтермесӗр, икӗ ӑру юнашар, пӗр-пӗрне хисеплесе пурӑнаҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев