Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Наукăпа практика конференцийӗ

Ӗçсем тӗрлӗ енлӗ, проектсен содержанийӗ тарăн

Мартăн 3-мӗшӗнче Чăваш Çӗпрел вăтам шкулӗнче вӗренекенсен йӑлана кӗнӗ «Шырав» наукăпа практика конференцийӗ       иртрӗ.
Конференцире 2-4, 8-10 классенче вӗренекенсем хӑйсен вӗрентӳпе тӗпчев ӗҫӗсемпе паллаштарчӗҫ. Конференцие пурӗ пирӗн шкулăн 15 вӗренекенӗ хутшӑнчӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗшӗн – наукăри  пӗрремӗш утӑмсем, проектпа пултарулӑх ӗҫне пӗрремӗш хут пуçăнни пулчӗ ку. 

Хумханнине ҫӗнтерме ҫӑмӑл пулмарӗ, мӗншӗн тесен аудиторире хутшӑнакансем кӑна мар, куракансем те, шкулти методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫисем кӗнӗ компетентлӑ, ҫирӗп ыйтакан жюри те пурччӗ.

Жюри членӗсем, ӗҫе пӗтӗмлетнӗ май, ӗçсем  тӗрлӗ енлӗ пулнине тата проектсен содержанийӗн тарӑнине палӑртрӗҫ. 
Ҫамрӑк тӗпчевҫӗсен те тата вӗсен ертӳçисем те проектсемпе интересленни курӑнать. Вӗренекенсен ӗҫӗсем практика тата тӗпчев пӗлтерӗшӗпе палӑрса тăчӗç.

Пуҫламӑш классен хушшинче ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем: 
Милана Хемницер, 2 класс – «Супӑнь хӑмписен вӑрттӑнлӑхӗсем» тӗпчев ӗçӗшӗн – 1 вырӑн  (тӗпчев ӗҫӗн ертӳҫи – Т.Ю.Гаврилова); 
Дарина Хрисанова, 4 класс –  «Юр таса тесе калама юрать-и?» ӗçӗшӗн – 2-мӗш вырӑн (ертӳçи – Т.В.Иванова);  
Полина Мадурова, 3 класс – «Шкул сумкин вӗренекенсен сывлӑхне  мӗнле витӗм кӳни» ӗçӗшӗн – 2-мӗш вырӑн  (ертӳҫи – Н.А.Гаврилова).

8-10 классем хушшинче ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем: 
Вероника Хрисанова, 10 класс – «XIX-XX ӗмӗрсенчи литературӑри утопипе антиутопи» ӗҫӗшӗн – 1-мӗш вырӑн  (ертӳҫи А.В.Артемьева).

Годунова Алина, 8-мӗш класс – «Чӗлхе шучӗн меслечӗсем» ӗçӗшӗн – 2-мӗш вырăн (ертӳҫи – М.В.Аръяхова);

Софья Годунова, 9-мӗш класс – «Кайӑксен аэродинамики» ӗçӗшӗн – 3-мӗш вырӑн  (ертӳҫи – Н.В.Годунова);

Карина Конторская, 10-мӗш класс – «Килти чӗрчунсем ҫыннӑн шалти тӑрӑмне мӗнле витӗм кӳреҫҫӗ» ӗçӗшӗн – 3-мӗш вырӑн (ертӳҫи – Н.В.Годунова).

Эпир шкул ачисен «Шырав» наукӑпа практика конференцине хутшӑнакансене пурне те интереслӗ те ӗҫӗсемшӗн тав тӑватпӑр! 
Малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр!

Валентина  Петрова,  Чăваш Çӗпрел вăтам шкулӗ, директорăн вӗренӳ енӗпе ӗçлекен çумӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев