Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Наталья Фадеева: «Пӗр ӑшӑ сӑмах та – ватӑсемшӗн сиплӗх»

Лайăх çынсем

Социаллӑ ӗҫченсемшӗн уявсем те, канмалли кунсем те яланхи ӗҫ кунӗ пулса тӑраҫҫӗ. Мӗншӗн тесен пулăшу ӗçӗсем ҫавӑн пек. Паянхи статья ҫак ырӑ професси представителӗсенчен пӗри – Чӑваш Çӗпрел ялӗнче социаллӑ ӗҫчен пулса ӗҫлекен Наталья Фадеева ҫинчен.

Наталья Аслă Аксу ялӗнчен, Григорийпа Ольга Кашевсем ҫемйинче,  виҫҫӗмӗш ача пулса, ҫут тӗнчене килет. Наталья 5 ҫул тултараспа ҫемйине тӑлӑха хӑварса, амӑшӗ Ольга пурнăçран уйрăлса каять. Ачисенчен чи асли 13 ҫулта, кӗҫӗнни – 2,5 ҫулта çеç пулнă. Ачисен телейне, Мария ятлӑ хӗрарӑм «анне» пулма килӗшсе, хӑйӗн шӑпине Григорипе ҫыхӑнтарать.

– Эпӗ Мария аннене питӗ тав тӑватӑп, йывӑр сӑмах та илтмен эпир унран. Паян эпӗ ҫакна каласшӑн: манӑн пур ҫитӗнӳре те унӑн пайӗ пысăк. Вӑл пире хӑйӗн ачисем пек юратрӗ, йывӑр вӑхӑтра яланах пулӑшса, тӳрӗ çул кăтатрӗ, – тет Наталья.

Ялти шкулта 11 класс пӗтерсен, Наталья район центрӗнчи професси училищинче бухгалтер профессине алла илет. Унтан район центрӗнчи, каярахпа Чӑваш Ҫӗпрел ялӗнчеи лавккара сутуҫӑ пулса ӗҫлет. 

Чӑваш Ҫӗпрел ялӗн каччипе Олег Фадеевпа çемье çавăрать, вӗсем ялта тӗпленсе юлаççӗ. Мăшăрӗ Олег малтан колхозра тракторист пулса ӗҫлет, каярахпа тӗрлӗ хулари стройкӑсенче вахта мелӗпе вӑй хурать. Вӗсем мӑшӑрланнӑранпа та 27 ҫул иртнӗ ӗнтӗ. Ҫак ҫулсенче тӑватӑ ачана пурнӑҫ панă, пӗлӳ илме пулӑшнӑ, пӳрт туса лартнӑ. Паян хӗрӗсем Дарья тата Мария мӑшӑрланнӑ ӗнтӗ, Милана – студентка, ывӑлӗ Станислав хальлӗхе шкулта вӗренет.  

Пилӗк ҫул каялла Наталья ӗҫсӗр тăрса юлать, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ шырама пуçлать. Ӑна ялта социаллӑ ӗҫчен кирлӗ пулни çинчен, район центрӗнчи социаллӑ хӳтлӗх центрне кайма сӗнеҫҫӗ. 

– Районти халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан управленире мана питӗ ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ, мӗн тумаллине ӑнлантарчӗҫ, мана социаллӑ пулӑшу кирлӗ пулнă темиҫе ватӑ ҫынна палӑртрӗҫ. Паллах, малтан ҫӑмӑл пулмарӗ, унтан эпӗ хамӑн ӗҫе юратрӑм, ку шӑпах манӑн ӗҫ пулнине ӑнлантӑм, – тет Наталья.

Ку ӗçре Наталья пиллӗкмӗш ҫул ӗҫлет ӗнтӗ. Унӑн хӳттинче пулăшу кирлă пулнă 7 ҫын. Вӗсен хушшинче çӳреймен инвалидсем те пур. Ватăсем патне куллен ҫӳрет, вӗсен ыйтăвӗсене пурнӑҫлать. Ӗçӗнче ăна мăшăрӗ те пулăшать.

Наталья Фадеевнан тăрăшуллă ӗҫне тӗрлӗ ҫулсенче район пуҫлӑхӗн, Ӗҫ тата ӗҫлӗх, социаллӑ хӳтлӗх министерствинчен панă Хисеп хграмотисемпе тата Тав ҫырӑвӗсемпе палӑртнӑ. 

– Ватӑсем ачасем пекех-çке вӗсем, алӑкран  килсе кӗрсенех хӗпӗртеççӗ, савӑнӑҫӗсемпе хуйхи-суйхи çинчен те каласа параççӗ. Эпир вӗсемпе ӑшшӑн пулни, пирӗн ырӑ сӑмах та – сиплӗх вӗт. Аслисен телейлӗ куллине курни вара – пирӗншӗн хăй пӗр савăнăç, киленӳ кӳрет, – тет Наталья.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев