Нацисен хушшинчи тӑнӑҫлӑха упраса хӑварни паха!
Кун темипе
Районти Культура çуртӗнче нацисен тата тӗнсен хушшинчи хутшӑнусен ыйтӑвӗсене сӳтсе яврӗҫ.
Мероприяти Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, районти Чӑваш наципе культура центрӗн ертӳçи Алексей Ярухин ертсе пынипе иртрӗ. Лару ӗҫне район пуҫлӑхӗн коррупцие хирӗҫ кӗрешес ыйтусемпе ӗҫлекен пулӑшуҫи Раиль Мухаметзянов, Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи миграци пункчӗн ертӳçи Валерий Романов, районти Халӑхсен Туслӑх Çурчӗн ертӳҫи Руслан Шарафутдинов, вырӑнти обществăлла организацисен, ҫав шутра «Ак калфак» тутар хӗрарӑмӗсен пӗрлешӗвӗн, Пӗтӗм тӗнчери тутар конгресӗн, вырӑс тата узбек обществисен представителӗсем, ҫавӑн пекех, тӗн ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ.
Статистика кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, паян Ҫӗпрел районӗнче 20 пине яхӑн ҫын пурӑнать. Районăн вырăнти тĕп халăхĕ – тутарсемпе чăвашсем. Район территорийӗнче пурӗ 19 наци представителӗсем пурӑнаҫҫӗ.
Халӑхсен пӗрлӗхӗпе туслӑхне ҫирӗплетесси, халӑхсен йӑли-йӗркине хисеплӗн пӑхӑнасси – район администрацийӗн тата мӗнпур учрежденисен приоритечӗсенчен пӗри. Лару вӑхӑтӗнче ку тӗлӗшпе район шайӗнче мӗнле ӗҫсем пынине сӳтсе яврӗç.
Тӗпрен илсен, тӗп ыйтусем тӑван чӗлхесене сыхласа хӑварассине, аталантарассине, нацисемпе конфессисен хушшинчи хутшӑнусене гармонизацилес енӗпе мероприятисем йӗркелессине, экстремизмпа терроризм ӗҫ-хӗлне пултарас мар тата профилактикӑлассине, миграци политикине пырса тивнӗччӗ. Ачасене, ҫул ҫитмен ҫамрӑксене тата ҫамрӑксене патриотла тата ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен воспитани парасси ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑрчӗç.
«Районта тӗрлӗ наци представителӗсем хушшинче пӗр-пӗрне ӑнланманни ҫук, кашни халӑх культурипе йӑли-йӗркине упраса хӑварма, аталантарма пур услови те туса пани савӑнтарать. Пирӗн пӗрлехи тӗллев – ҫак туслӑ атмосферӑна, нацисен хушшинчи тӑнӑҫлӑха тата килӗшӗве сыхласа хӑварасси», – тесе ларăва вӗçлерӗ Алексей Ярухин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев