Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Наци кросӗ – 2022» иртрӗ

Пӗтӗм Раҫҫейри «Наци кросӗ – 2022» чупăвне ирттернӗ май, Ҫӗпрелӗнче массӑллӑ шайра чупу иртрӗ.

Мероприятире спортсменсем-профессионалсем, спорта юратакансем, спорт ветеранӗсем, ӗҫ коллективӗсем, шкул ачисем тата шкулчченхи ачасем хăйсен пултарулăхӗсене кӑтартрӗҫ.

Ӑмӑртӑва уҫнӑ май районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов:

– Чупу –  вӑл пур ҫулсенчи ҫынсене те пӗрлештерекен спорт тӗсӗ. Паянхи кроса хутшӑнакансене пурне те ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйăм, ҫӑмӑл чупу, ҫирӗп сывлӑх сунатӑп, – тесе палӑртса иртрӗ.

Ҫавӑн пекех, спортсменсене район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов, ҫамрӑксен ӗҫӗсен тата спортпа туризм пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов саламларӗҫ. Мероприяти шайӗнче ГТО нормативӗсене парас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ спортсменсене парнелерӗç. Ҫак спорт тӗсне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Евгений Иванцова район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне пачӗҫ.

Пурӗ 8 старт пулчӗ. Тӗрлӗ ӳсӗмри категорисем валли дистанци 1 тата 2 километра тӳрӗ килчӗ.

Унта пулнисенчен хӑш-пӗрисем ҫав хушша чупса иртсен, хăшӗсем хӑвӑрт утса иртрӗç. Мӗнле пулсан та, мероприятие килнисем пурте унтан хавас кăмăл-туйăмпа саланчӗç.

«Спорт ватӑлмасть», – теҫҫӗ районти аслă çулсенчи ҫынсем. Николай Хрисанов, Джаудат Мударрисов, Геннадий Карсаков пек аслӑ çулсенчи спортсменсем ҫулсеренех ҫакӑн пек ӑмӑртусене хастар хутшӑнаҫҫӗ. «Чупу мана хавхалантарать, кăмăл-туйăма çӗклет. Эпӗ 65 ҫулта, кашни кун чупатӑп», – тет Николай Хрисанов.

Мероприяти пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх хутшăнакансене, чи аслине, чи ҫамрӑккине асӑнмалӑх парнесем пачӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев