Наци чунӗ  ялсенче упранать
Хыпарсем

Наци чунӗ ялсенче упранать

Пӗтӗм тӗнчери тутар конгресӗн представителӗсем зонӑри канашлӑва пухӑнчӗҫ

Пӗтӗм тӗнчери тутар конгресӗн Атăл çи тӑрӑхӗнчи зонӑн  вырӑнти организацисен ертӳҫисен тухса ҫӳрекен ларӑвӗ  пулса иртрӗ.

Мероприяти Кайпӑҫ районӗнче пулчӗ, унта зонӑна кӗрекен 8 районти (Теччӗ, Пӑва, Ҫӗпрел (вырӑнти уйрӑм ертӳҫи – эпӗ, Гулия Фаизова), Апас, Кайпӑҫ, Зеленодольск, Камско-Устьинск, Тури Услон) вырӑнти организацисен ертӳҫисене чӗннӗччӗ.
Ларӑва Тӗтӗм тӗнчери тутар конгресӗн – Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ  Ирек Ильдусович Шарипов ертсе пычӗ.

Конгресăн  предста-вителӗсем ҫулталӑкри ӗҫ-хӗле сӳтсе яврӗҫ, малашнехи плансене палӑртрӗҫ. Активистсем хутшăннипе иртнӗ тӗлпулура тӑван чӗлхене, культурӑна, культура еткерлӗхне упраса хӑварасси пирки сӑмах пычӗ. Тӗлпулӑвӑн кун йӗркинче «Наци чунӗ ялсенче упранать» текен тема пулчӗ.

Конгреса килнисем район центрӗнче вырнаҫнӑ Галия Кайбицкаян музейне ҫитсе, унӑн пурнӑҫ тата ӗҫ ҫулӗсемпе паллашрӗҫ. Аса илтеретпӗр, ТАССР халӑх артистки – Галия Кайбицкая тутар композиторӗсен оперисенче Райхан («Качкын», Н.Жиганов), Алтынчеч (пӗр ятлӑ опера, Н.Жиганов), Галиябану (пӗр ятлӑ музыка драми, М.Музаффаров) тата музыка комедийӗсенче Сарвар («Башмагым», Дж.Файзи)  тата ытти тӗп партисенче пӗрремӗш пурнăçлакан юрăçă пулать.

Ҫак кунах унта Пӗтӗм тӗнчери тутар конгресӗн Кайпӑҫ районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи, Кайпăҫ муниципаллӑ район аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ, нумай ҫул район пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Рамис Рафисович Хаялиевăн 65 ҫулхи юбилейне халалланӑ, савӑнӑҫлӑ мероприяти – пултарулӑх каҫӗ те иртрӗ. Çак мероприятие хутшӑнакансене Ирек Шарипов Тутарстан Республикин премьер-министрӗн ҫумӗ, Пӗтӗм тӗнчери тутар конгресӗн «Наци Шура» председателӗн Василь Шайхразиев ятӗнчен саламларӗ, Рамис Рафисовича Тав ҫырӑвӗ тата асӑнмалӑх парне пачӗ.

Ӗҫлӗ ҫулҫӳрев пирӗн халӑхӑн йӑли-йӗркине, йӑлисене тата ӑс-хакӑл пуянлӑхне упраса хӑварас тӗллевлӗ чи пӗлтерӗшлӗ мероприятисенчен пӗри пулса тӑчӗ.



 


Нет комментариев