Ҫӗнӗ Кахӑрлӑ ялӗнчи  мероприяти
Хыпарсем

Ҫӗнӗ Кахӑрлӑ ялӗнчи мероприяти

Кăмăллă кану

Ялти Культура çурчӗн ертӳҫи Мадина Замалетдинова аслă çулсенчи çыннăмăрсене уяв ячӗпе саламларӗ, вӗсене ырлӑх-сывлӑх, ачисенчен тимлӗх, вăрăм ӗмӗр сунса, мероприятие уçрӗ.

— Аслă çулсенчи çыннăмăрсене ҫирӗп сывлӑхпа пурăнма, телейлӗ ватлӑх сунатăп. Яланах активлӑ пулӑр. Малашне те çапла пӗрле кăмăллă канмалла пултăрччӗ! — терӗ вӑл.

Уяв юрӑсемпе, ташӑсемпе çыхăнса пычӗ. Унтан уяв тулăх сӗтел хушшинче малалла тӑсӑлчӗ. 
Аслă çулсенчисем кăмăллă пулчӗç, тав туса килӗсене саланчӗç.


Нет комментариев