Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ҫӗнӗ йышши ҫарсенче службăра тӑма пулать

Контракт служби

Тутарстанра пилотсӑр системăсен ҫарӗнче службăра тӑрас текенсем валли контракт тума май пулчӗ. Кун пирки эпир районти ҫар учетӗн специалисчӗпе Нуршат Салиховапа калаҫрӑмӑр. 

– Нуршат Хабибулловна, пилотсӑр системăсен ҫарӗнче граждансем мӗнле йӗркепе пухӑнаҫҫӗ? Вӗсен енӗпе мӗнле требованисем?

– Çӗнӗ йышши ҫарсене контрактпа службӑна 18 ҫултан пуҫласа 45 ҫулчченхи арҫынсене чӗнеҫҫӗ. Пилотсӑр системăсен ҫарне чи малтанах авиаци тата техника пӗлӗвӗ пулнă арҫынсене, ҫавӑн пекех ҫар пӗлӗвӗ паракан учрежденисене пӗтерекен тата ҫар службине иртнӗ яшсене чи пирвайхи черетре йышӑнаҫҫӗ.

Пилотсӑр системăсен ҫарне кайма контракт çырас текенсем валли Тутарстанра 117-мӗш службăн уйрӑм хӗрӳ линийӗ уҫăлчӗ. Кандидат 117 номерпе шӑнкӑравласа тата 4 кнопкӑна пусса, контракт мӗнле туни, ӳсӗм, сывлӑх тӗлӗшӗнчен мӗнле чарусем пулни, мӗнле документсем кирли ҫинчен, пӗтӗмлетсе каласан, кирлӗ информацие  туллин илме пултарать. Енчен те кандидат пилотсӑр системăсен ҫарне кайма контракт çырма юрӑхлӑ пулсан, ун пирки информацие суйласа илекен пунктăн специалиста парӗҫ.

– Асӑннӑ ҫарта службăра тӑма кӑмӑл тунӑ граждансемпе контракт мӗн вӑхӑтлӑха йӗркеленет, унӑн условийӗсем мӗнлерех?

– Ҫар çыннисем РФ Оборона министерствипе пӗр ҫуллӑха контракт тӑваҫҫӗ. Контракт срокӗ вӗҫленсен, хӑйсен службине малалла тӑсас темесен, ҫар службинчен хăтараççӗ.  Унсӑр пуҫне, ҫар ҫыннине урӑх ҫарсене куҫармӗҫ, вӗренӳсем е Тутарстанра, е кӳршӗ регионсенче сахалтан та икӗ уйӑхран кая мар иртӗҫ. Ҫав хушӑрах, контрактпа килӗшӳллӗн, ҫар ҫыннисем пилотсӑр системӑсемпе ӗҫлекен подразделенисенче кӑна службăра тӑма пултараҫҫӗ, ытти ҫарсене ямаççӗ.

– Тавтапуҫ калаҫушӑн!

Тӳлевсем, контактсем

Кӑҫалхи янврӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанра РФ Оборона министерствипе контракт тӑвас текен граждансене тӳлевсене 2,9 миллион тенкӗ таран ӳстерчӗç. Çӗршывра чи пысӑк тӳлев ку. Асӑннӑ тӳлев икӗ пайран тӑрать: Тутарстан бюджетӗнчен 2,5 миллион тенкӗ уйӑраҫҫӗ, 400 пинне вара Оборона министерстви парать.
РФ Оборона министерствипе  Тутарстанра контракт мӗнле çырмаллине, тӳлевсемпе çăмăллăхсем çинчен  heroes-tatarstan.ru сайтра, Контрактлă çара (1-мӗш разрядлине) суйласа илекен пункта (Хусан хули, Аэропортовская урамӗ, 1/40 çурт) килсе е 8 (843)221-44-52 телефонпа шăнкăравласа пӗлме пулать.
Урăх регионсенчен 8-800-222-59-00  е регионсем хушшинчи кол-центра 117 номерпе шăнкăравламалла.
Информацие районти 8 (84375) 2-23-09 телефон номерӗпе шăнкăравласа илме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев