Музейри тӗлпулу
Ӗнер. Паян. Ыран
Анне кунне уявланӑ май, районти таврапӗлӳ музейӗнче тӗлпулу иртрӗ.
Ӑна йӗркелесе ирттерме тӗрлӗ ăру представителӗсем хутшӑнчӗç, ҫакӑ мероприятие ҫӳллӗ шайра ирттерме май пачӗ.
Мероприятире Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен студенчӗсем «Тӑван ен» хаçатăн ӗçченӗпе Ольга Петуховапа тӗл пулчӗç. Ольга Владимировнана çак мероприятие чӗнни те ăнсăртран мар. Вăл ятарлă ҫар операцине хутшӑнаканӑн амӑшӗ тата Афган вăрçинче хăйӗн çар тивӗçне пурнăçланă воин-интернационалистăн мăшăрӗ те. Тӗлпулура Ольга Владимировна хӑйӗн пурнăç опычӗпе тата ҫемье историйӗпе паллаштарчӗ.
Мероприятие йӗркелекен тата ертсе пыракан, музей директорӗ Резида Фаизова тӗлпулăва професси енчен хатӗрленсе, ҫӳллӗ шайра ирттерессине тивӗҫтерчӗ.
Тӗлпулу вӑхӑтӗнче хутшӑнакансемпе интереслӗ калаҫу пулчӗ. Студентсем хальхи обществӑра хӗрарӑм мӗнле вырӑн йышӑннине тарӑннӑн ӑнланса, хисепленине палăртрӗç, унта пирӗн обществӑн историлле аталанӑвӗнчи аннесен ролӗ ҫинчен сăмах пычӗ. Резида Фаизова студентсене ыйтусем пачӗ, вӗсем унăн ыйтăвӗсем çине хуравларӗç. Аннесене юратма тата вӗсене шăнкăравлама манмалла маррине те аса илтерчӗ Резида Масумовна.
Ҫак мероприяти ӑрусен хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетме, истори астӑвӑмне упрама тата халӑхӑн культура пӗлӗвӗн шайне ӳстерме пулӑшакан пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулса тӑчӗ.
Юлашкинчен Ольга Петухована асăнмалăх парнепе чечек çыххи парнелерӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев