Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Музейри тӗлпулу

Культура пурнăçӗ

Районти таврапӗлӳ музейӗнче пултарулăх тӗлпулăвӗ иртрӗ. Мероприятие Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗ 95 ҫул тултарнине тата Ватăсен кунне халалланӑччӗ.

«Санăн ҫыннусем, Çӗпрел!» проект шайӗнче тата аслă çулсенчи çынсен декадине халалласа таврапӗлӳ музейӗнче «Хӗлхем» халӑх ансамблӗпе пултарулăх тӗлпулăвӗ иртрӗ.

Мероприятие 1-мӗш курс студенчӗсемпе отрасль технологийӗсен техникумӗн преподавательне Л. Николаевана та чӗннӗччӗ. 

Мероприяти пуҫламӑшӗнче музей директорӗ Резида Фаизова ҫак тӗлпулӑвӑн тӗллевӗсене тата задачисене уҫса пачӗ, мероприятие Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 95 ҫул ҫитнине халалланине тата ҫак чаплӑ коллектив культура кодне упраса хӑвармалли тата ҫамрӑксене парса пымалли чӑн-чӑн чӗрӗ кӗпер пулнине палӑртрӗ.

Коллектив ертӳҫи Людмила Сердцева ансамблӗн членӗсемпе тата репертуарпа паллаштарчӗ. Халӑх юррисене шӑрантартăмăр, унтан пурне те пӗрле пӗлнӗ юрӑсене юрлама сӗнчӗ. Нумай ыйтусем те пулчӗç, студентсем хуравне те илчӗç.

Артистсемпе тӗлпулу музей ӗҫченӗсем йӗркеленӗ чей сӗтелӗпе вӗҫленчӗ. Тӗлпулу питӗ ӑшшӑн иртрӗ, унта хутшӑнакансенче пуринче те ҫутӑ та ырӑ туйӑмсем хӑварчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев