Мунча ăшши сиплӗ пултăр
Ăстаçăсен канашӗсем
Милӗк хатӗрленӗ-и? Ҫимӗкпе Питрав хушшинче хатӗрленӗ милӗк сиплӗрех теҫҫӗ. Хӑшӗ августра та хатӗрлет, ҫулҫи хытса ҫитет, тӑкӑнмасть текен те пур. Кам мӗнле пуль. Мунчана кам юратмӗ-ха?
Мунча валли милӗк хӑҫан хатӗрлемелле? Мӗнле курӑксем хушмалла? Мӗнле милӗк чи усӑлли? Милӗк ҫыхмалли мӗнле вӑрттӑнлӑхсем пур?
Ялти ватă çынсем каланӑ тӑрӑх, милӗк хатӗрленӗ чухне туратсене ирхине сывлăм типиччен хуçма юрамасть. Чи лайӑх вӑхӑт – кӑнтӑрла иртсен тата хӗвел ансан. Каснă милӗкӗн вăрăмӗшӗ 50-60 сантиметр пулмалла.
Милӗке хурӑнтан ҫеҫ мар, юман турачӗсенчен те, чие тураттисенчен те, хурлӑхан тураттисенчен те ҫыхма пулать. Милӗк хушшине 1-2 туна эрӗм, ҫӑка чечекӗ тата метрӳшке хурсан, шӑршипе те, сиплӗхӗпе те питӗ лайӑх пулӗ. Юман тураттисене касса килсенех ҫыхмалла. Унсӑрӑн вӗсем сарăхма пуҫлаҫҫӗ. Мунчана кӗрсен, милӗке, малтан, ӑшӑ шывра чӳхемелле, унтан вӗри шывра тытмалла, мунча чулӗ патӗнче вӗрилентерсе илмелле. Çакăн пек тусан унӑн сиплӗхӗ те ытларах пулӗ.
Милӗк ҫыхмалли виҫӗ канаш:
Милӗк пухма чи лайăх сывлӑш температури – 20-25 градус.
Шӑрӑх тата ҫумӑр вăхăтӗнче милӗк хатӗрлемеççӗ.
Хатӗр милӗксене тӗттӗм, çиллӗ вырăнта типӗтеҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев