Ӗмӗр иртет иккен вăл...
Йывăрлăхсене пăхмасăр, вӗсенчен чи ҫирӗпписене, пурнӑҫа юратакансене, паянхи кунччен пурӑнма, паянхи тулли пурнӑҫа курма пӳрнӗ...
Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Кашафутдин Шарафутдинов та ҫавӑн пек ватӑсенчен пӗри. Вӑл 95 ҫул тултарнине паллӑ турӗ.
Юбилярӑн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ вӑрҫӑ тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче иртнӗ. Кашафутдин Мухутдинович 10 ҫулта амӑшӗсӗр тӑрса юлать. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче колхозра ӗҫлет. Ҫак вӑхӑтра унӑн фермӑра тӗрлӗ ӗҫ тума, ҫулла кӗтӳҫӗ пулма, ака-суха ӗҫӗсене хутшӑнма тивет.
17 ҫулта, ашшӗсӗр тӑрса юлсан, Донбаса тухса каять. Унта шахтӑра ӗҫлеме пуҫлать. Батуми хулинче ҫар службине иртет.
1957 ҫулта Кашафутдин Мухутдинович çемье çавăрать. Мӑшӑрӗпе Султания Миннегалиевнапа пилӗк ача пăхса ӳстереççӗ. Шел те, Султания аппа 2010 ҫулта çӗре кӗрет.
Паян Кашафутдин Мухутдинович Рафис ывӑлӗпе пурӑнать. Унӑн 7 мӑнук тата 13 мӑнук пур.
Хӑйсен ашшӗне, аслашшӗне юбилейӗпе саламлама ачисем, мӑнукӗсем килнӗччӗ.
Хисеплӗ ветерана сумлă юбилей ячӗпе районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов тата Кивӗ Ҫӗпрел ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Рамиль Низамов саламларӗҫ. Хӑнасем ăна РФ Президенчӗн В. В. Путинăн саламлă çырăвне тата район пуҫлӑхӗнчен Марат Гафаровран парне пачӗҫ, сывлӑх сунчӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев