Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Мошенниксем каллех шӑнкӑравлаҫҫӗ!

Ултавҫӑсем халӑха улталамалли ҫӗнӗ мел тупнӑ.

Юлашки вӑхӑтра ултавҫӑсем Тутарстанри Тӗн управленийӗ мифтийӗ Камиль хазрат Самигуллин, ҫавӑн пекех, нумай функциллӗ центр ӗҫченӗсен ячӗпе шӑнкӑравлама пуҫланă.

Хисеплӗ район çыннисем! Сире палламан ҫынсен харпӑр е ӗç вырăнӗ тӗлӗшпе информацине парассипе, ҫавӑн пекех пулӑшу парассипе, нушана лекнине пула укҫа куҫарассипе ҫыхӑннӑ шӑнкӑравӗсемпе пӗлтерӗвӗсене хуравлама сӗнместпӗр.

Мӗнпур тӗн ыйтӑвӗсемпе тата мусульман организацийӗсен ӗҫӗ-хӗлӗн ыйтӑвӗсем енӗпе Тутарстанри Тӗн управленийӗн мухтасибӗсенчен ыйтса пӗлме пулать.

Нумай функциллӗ центрăн ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, мошенниксем, çаплах, Росфинмониторинг тӗрӗслевӗсене тӗпе хурса, граждансен даннӑйӗсене пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ. 

Центрăн специалисчӗсем граждансем патне кӗмелли кодсем, парольсем, ҫавӑн пекех харпӑр даннӑйсене пӗлме ссылкӑсем ыйтса шӑнкӑравламаҫҫӗ. Енчен те патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи хӑвӑрӑн кабинет «сиенленнӗ» пулсан ӑна ҫӗнетме ҫывӑхри МФЦ офисне кайӑр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев