Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Мопед: икӗ ҫамрӑк ачана тытса чарнӑ

ГИБДД

Иртнӗ эрнере районти автоинспекторсем ирттернӗ рейд вăхăтӗнче 2007 тата 2010 ҫулсенче çуралнă ҫамрӑксене мопедсемпе çӳренӗ чухне тытса чарнӑ. 

Ачасенчен пӗри Чӑваш Çӗпрел ялӗнчен, тепри — Анат Чакăран. Вӗсем иккӗшӗ те, транспортпа çӳреме прависем пулман пулсан та, пӗтӗмӗшле усӑ курмалли ҫул ҫине мопедсемпе тухнӑ. Ку — çул-йӗр правилисене пӑсни пулса шутланать.

Справка

РФ Административлă право йӗркине пăсни çинчен калакан кодексăн 12.7 статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн транспорт хатӗрне правасăр çӳретнӗшӗн е транспорт хатӗрне çӳретмелли водитель правине туртса илнӗ çынна тата водитель прави пулман ачана транспорт шанса панăшăн аслисене 30 000 тенкӗ штраф параççӗ.

Енчен ача 16 ҫултан кӗҫӗнрех пулсан, уншӑн РФ КоАП 5.35 статйипе унӑн законлă представителӗсен (ашшӗ-амӑшӗсем е опекунсем) явап тытма тивӗ. Транспорт хатӗрне те кун пек чухне тытса чараççӗ, стоянкăна ларттараççӗ. Ачана вара профилактика учетне тăратма пултараҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев