«Мишари» – йӑла-йӗрке сыхлавӗнче
Хыпарсем

«Мишари» – йӑла-йӗрке сыхлавӗнче

Конкурс

«Мишари» тӗслӗхлӗ фольклорпа этнографи ансамблӗ (ертӳҫи Ольга Ефремова, режиссерӗ Райна Бахитова, хормейстерӗ Ангелина Бильдякова) «Этномириада» XIII Пӗтӗм тӗнчери традицилле культурӑпа халӑх ӳнер пултарулӑхӗн конкурс-фестивальне хутшӑнчӗ. 

Асӑннӑ конкурса Раҫҫей Федерацийӗн Çутӗç министерстви ҫирӗплетнӗ, 2026/27 вӗренӳ ҫулне ӑс-хакӑлпа пултарулӑха аталантарма пулӑшакан олимпиадӑсемпе ытти ӑс-хакӑл тата (е) пултарулӑх конкурсӗсен, мероприятисен списокне кӗртнӗ.
Фестиваль кӑтартӑвӗсен пӗтӗмлетӗвӗпе коллектива 2 степеньлӗ лауреат дипломӗпе тата кубокпа чысларӗç.

 


Нет комментариев