Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Минтерсенче кил ӑшши

Гуманитари пулăшăвӗ

Кивӗ Шемӗршел ялӗнче ятарлӑ ҫар операцине пулăшас тӗллевпе минтерсем ҫӗлеме тытӑннӑ. 
Кун пирки пире ял библиотекарӗ Юлия Хусаинова пӗлтерчӗ. Ял ӗҫченӗсен вӑйӗпе пурӗ 35 минтер ҫӗленӗ.

— Ку ӗҫе чӑннипех «субботник» тесе калама пулать, мӗншӗн тесен ун ҫумне кашни сӳрӗк пулман ҫын хутшӑнчӗ. Мероприяти ялти Культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем хастар хутшӑннипе иртрӗ. Кашниех пӗрлехи, ырӑ ӗҫе хӑйӗн тӳпине хывма тӑрӑшрӗ: хӑшӗ минтер пичӗсем ҫӗлерӗ, хӑшӗ минтерсене тултарчӗ, кам-тăр пуҫтарса пырать, пӗр сӑмахпа каласан, ӗҫ пурне те ҫителӗклӗ пулчӗ. Ялти Культура çуртӗнче вырнаҫнӑ библиотека гуманитари пулӑшӑвне пухмалли тӗп пункт пулса тӑчӗ, — терӗ Юлия Хусаинова.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, пулӑшма кăмăлӗ пуррисем татах та пур. Аслӑ çулсенчисем: Суфия Алтынбаевапа Ильсияр Сафиуллина — хӑйсен килӗнче минтер пичӗсем ҫӗленӗ.

Минтер пичӗсем валли материалсене мӗнпур ялсенчен пуҫтарнӑ. Пухнӑ укҫасемпе вара, минтерсем тума синтепонсем туяннӑ.

Минтерсене гуманитари тиевӗпе ҫывӑх вӑхӑтра ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине ăсатӗç, ҫар ҫыннисене парӗҫ.

— Минтере ҫумра та йӑтса ҫӳреме пулать. Вӗсем питӗ ҫӑмӑл, меллӗ. ‘Каччăсем унта килте хӑнӑхнӑ нумай япаласӑр тӑрса юлнӑ. Вӗсене минтер ҫинче ҫывӑрма, кăштах канса итлме меллӗ пулӗ тесе шутлатпăр, — тет Юлия.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев