Мини-футболла вылярӗç
Спорт
Марат Салахова асӑнса, спорт ӑмӑртӑвӗсем иртрӗç.
Мероприятие уçнă вăхăтра хутшӑнакансене Ҫӗпрел районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитет ертӳҫин социаллӑ ыйтусем енӗпе ҫумӗ Айрат Залялов, ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов саламларӗç. Ертӳҫӗсем ентешӗмӗр Марат Салахов спорта аталантарас ӗҫе хăйӗнчен пай кӗртни çинчен калаçрӗҫ, вӑл уйрӑмах футболпа хоккей вăййисене юратнине палӑртрӗҫ.
Салаховсен ҫемйин ятӗнчен ашшӗне асӑнса турнира йӗркелекенсене тата хутшӑнакансене пурне те Марат Салаховӑн хӗрӗсем Энжепе Алсу тав сӑмахӗсем каларӗҫ. Турнира ячӗпе вӗсене асăнмалăх парне те пачӗç. Футбол ӑмӑртӑвӗнче ултӑ команда тӗл пулчӗ. Вӑйӑсен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Ульяновск облаҫӗнчи Чеботаевка команди чемпион пулса тăчӗ, иккӗмӗш вырӑна «Çӗпрел» команди, виҫҫӗмӗш вырӑна «Интернационал» команди тивӗçлӗ пулчӗç. Борис Альмяшкин, Ильназ Салахов тата Даниил Колчин турнирӑн чи лайӑх выляканӗсем пулса палăрчӗç. Спортсменсенчен кашниех хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемшӗн тивӗҫлӗ парнесем илчӗç.
Ӑмӑрту шайӗнче «Ӗҫе тата хӳтӗлеве хатӗр» комплекс нормативӗсене пурнӑҫлама мобильлӗ площадка йӗркеленӗччӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев