Медицина ӗҫченӗсен Спартакиадинче
Ӗнер. Паян. Ыран
Ҫӗпрелӗнчи тӗп больница Тутарстанри медицина ӗҫченӗсен Спартакиадинче ăнăçу турӗ.
Хусанӑн Тӗп стадионӗнче Тутарстан Республикин медицина ӗҫченӗсен «Олимп Здоровья – 2026» спартакиадин финал вӑййисем вӗҫленчӗҫ. Анлӑ спорт мероприятийӗ апрелӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑччӗ, районти, республикӑри тата хулари мӗнпур медицина учрежденине пӗрлештерчӗ.
Сывлӑх сыхлав тытӑмӗнче ӗҫлекенсем сӗтел ҫи теннисӗ, шывра ишес, шахмат, бадминтон, мини-футбол, волейбол, киберспорт, ҫӑмӑл атлетика тата канат туртас енӗпе ăмăртрӗç. Турнир шайӗнче, ҫавӑн пекех, ТР Сывлӑх сыхлав министрӗн Кубокӗшӗн домино енӗпе чемпионат та иртрӗ.
Финал ӑмӑртӑвне Хусанти медицина пӗрлешӗвӗсенчен, республикӑри клиникӑсемпе медицина учрежденийӗсенчен 8 команда – 500 яхӑн ҫын хутшӑнчӗ. Юхӑма республикӑри медицина пӗрлӗхӗн пин ытла представительне явăçтарнăччӗ.
Ҫӗпрелӗнчи тӗп больница ӗҫченӗсем 7-мӗш хула клиника больницин командин йышӗнче тухса, ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх пӗтӗмӗшле команда зачетӗнче 4-мӗш хисеплӗ вырӑна йышӑнчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев