Мăнкун паллисемпе сăнавсем
Сăнавсем
Халăх хушшинче Мăнкун паллисемпе сăнавсем те нумай.
Енчен те Мăнкун кунĕ çанталăк ăшă та çилсĕр, хĕвеллĕ пулсан çу кунĕсем ăшă килĕç, тухăç ăнса пулĕ. Сивĕ те ăмăр кун – çу типĕ килĕ.
Мăнкун кунĕ сивĕ пулсан тата çичĕ кун сивĕ тăрĕ.
Мăнкун сĕтелĕ мĕн чухлĕ пуянрах, çулталăк та çавăн пек пуян пулĕ. Çавăнпа та Мăнкун сĕтелĕ пуян пулмалла.
Авал тулă ăнса пултăр тесе Мăнкун кунĕ пысăк чуччу çинче ярăннă.
Мăнкун кунĕ çынсене çăмарта тата кулич валеçсе парсан çителĕклĕ те тулăх пурнăç пулать теççĕ.
Мăнкун кунĕ куккук авăтнине илтни мăшăрлă пурнăç телейлĕ пуласса пĕлтернĕ.
Мăнкун кунĕ ача çураласси пирки ĕмĕтленеççĕ. Йывăр çын пулас тесессĕн пулас ача валли турилкке çине пĕветнĕ çăмартапа кулич лартмалла тенĕ.
Мăнкун кунĕсенче мăшăрсем Турăран ача ыйтаççĕ, çак кунсенче пĕлĕт алăкĕсем тĕрлĕ ыйтусем валли уçă теççĕ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев