Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Малта пыракан доярка

«Цильна» обществӑн малта пыракан доярки Алена Етриванова хӑйӗн ушкӑнӗнчи сӑвакан ӗнесенчен уйӑхне 1,6 тонна ытла сӗт суса илнӗ.

Алена Даниловна Ульяновск облаҫӗн Цильна районӗнчи Ҫӗнӗ Улхаш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Шкул пӗтерсен ҫамрӑк хӗр Чӑваш Енри Патӑрьел районӗнчи техникумра бухгалтер тата ҫӗвӗҫ профессийӗсене алла илет, тӑван ялӗнче сутуҫӑ пулса ӗҫлеме пуҫлать.

Çемье çавăрать, виҫӗ ачана пурнăç парнелет. Лавкка хупӑннӑ хыҫҫӑн, ӗҫсӗр тӑрса юлсан, «Цильна» обществӑна каять. 
Кунта Алена ӗҫтешӗсемпе хӑвӑрт пӗр чӗлхе тупать. Ӑна пӑрусен ушкӑнне пухса, вӗсене пӑрулаттарасси, сума вӗрентесси пек яваплӑ ӗҫ шанса параççӗ. Ӗçӗн пӗрремӗш ҫулӗнчех Алена малта пыракан доярка пулса палăрать, районта иртнӗ  «Малта пыракансен слетне» йыхравлаççӗ, наградăна тивӗçлӗ пулать.

Паянхи кун унӑн ушкӑнӗнче 64 тына шутланать. Талӑкра пӗр ӗнерен вӑтамран 35 килограмм сӗт суса илет.

– Хамӑн ӗҫе юрататӑп, выльӑхсемпе калаҫатӑп, вӗсене «массаж» та тӑватӑп. Вӗсем мана сассӑмранах палласа илеҫҫӗ. Выльăхсем те – чӗрӗ чунсем вӗт, вӗсем хӑйсене лайӑх пӑхнине ӑнланаҫҫӗ, хӑйсем те ҫавнашкалах хуравлаҫҫӗ, – тет малта пыракан доярка

«Цильна» обществӑра пур ӗҫе те автоматизациленӗ: сунă сӗт пӑрӑхсем тӑрӑх пырать, апатне ятарлӑ техника хурса тухать. Дояркӑсен ӗҫӗ ирхи 4 сехетре пуҫланать. 

– Кӑҫал эпӗ обществӑра саккӑрмӗш ҫул ӗҫлетӗп ӗнтӗ. Ертӳҫӗмӗр Барис Аппаувич ӗҫлекен ҫыннăн ӗçне курма пӗлет, ӑна питӗ пысӑк тав. Ыйтупа пырсан та, яланах пулӑшать. Ӗҫ укҫи те лайӑх пирӗн. Хӑвӑн ӗҫне курма, хаклама пӗлсен, ӗçлес килсе кăна тăрать, – тет Алена Етриванова.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев