Хыпарсем

Мăйăр çиес килсен

Сывлăх

Сывлăхшăн усăллă пултăр тесен мăйăра суйласа  çимелле, мĕншĕн тесен кашниех хăйне евĕр витĕм кӳрет.

Фисташка

Калори чи сахал мăйăр. Вăл тата аппетита чакарать. Акăлчан химикĕсем фисташкăн хăйне евĕр тепĕр енне те тупса палăртнă. Духовкăра ăшаласа авăртнă мăйăр кофене улăштарма пултарать иккен. Фисташкăна 200 градус температурăра 20 минутран кая мар ăшаламалла.

Америка тĕпчевçисем палăртнă тăрăх – кунне 100 грамм фисташка çини арçыннăн ар хăватне ӳстерме пулăшать. Ку унра фолат, цинк, аргинин тата çăра мар çусем пуррипе çыхăннă.

Арахис

Унра пуç мимипе нерв тытăмне лайăх ĕçлеттерме кирлĕ В ушкăнри витаминсем нумай. Арахисра ас туса юлассине тата тимлĕхе лайăхлатакан витаминсем пур. Пуç мимине пулăшма кунне 15-20 мăйăр çини çителĕклĕ. Чĕррине мар, ăшаланă арахис çимелле: чĕрри апат ирĕлтерессине пăсма пултарать.

Арахис çавăн пекех арçын тата хĕрарăм ар гормонĕсене туса кăларассине лайăхлатать. Çак тĕллевпе кунне 30 грамм çини çителĕклĕ. Вĕтĕрех мăйăр пахарах.


Нет комментариев