Майăн вунпиллӗкмӗшӗ – улмуҫҫи чечекре...
Йăла-йӗркесем
Ҫулталӑкӑн чи илемлӗ вӑхӑчӗ – улмуҫҫисем туй кӗпи тӑхӑннӑ пек, шуп-шурă ларнă вăхăт. Шланка ялӗнче вара нумай çул хушши «Майӑн вунпиллӗкмӗшӗ» уявне ирттерес йӑла пур.
Кӑҫалхи ҫуллахи тапхӑр та районта наци Сабантуйӗн, Акатуйӑн, ял уявӗсен старчӗ пек пуҫланчӗ.
Шланка ялӗн çыннисем мӗн авалтан «Майӑн вунпиллӗкмӗшне» мӑн аслашшӗсен йӑли-йӗркине тӗпе хурса ирттереççӗ. Ҫак кун вӑрмана каяс, эмел курӑкӗсене, пӗрремӗш мунча милӗкне пуҫтарас, юмана ыталас, ҫӗртен вӑй ыйтас йӑла пур. Уяв тӑвансене, туссене, пӗрле вӗренекенсене, ял ҫыннисене пӗрлештерет, таврари ялсемпе хуласенчен те хӑнасем килеҫҫӗ.
Паллах, уява йӗркелесси пысӑк тӑкаксем ыйтать. Ҫавӑнпа «Çиекен пӗлмест, туракан пӗлет» тенӗ пек, мероприятин тӗп спонсорӗсем ял ҫамрӑкӗсем пулнине палăртса хăварас пулать.
Шланка ялӗн çыннисене уяв ячӗпе районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов саламларӗ.
– Çакă – çурхи ӗҫсем хыҫҫӑн паллӑ тӑвакан тӗлпулупа кану уявӗ. Нумайӑшӗ ҫывӑх ҫыннисемпе хутшӑнма, тӑван вырӑнсене курма килет. Ҫакӑн пек тӗлпулусем, уявсем пирӗн мӑн асаттесен йӑли-йӗркине упрама, аталантарма пулӑшаҫҫӗ, ҫамрӑксене наци йӑли-йӗркине юратма вӗрентет, – терӗ вӑл.
Уяв кăмăллă пуçланса кайрӗ. Купӑс кӗвви те шӑпланмарӗ. Уяв интереслӗ вăйăсемпе, ташă-юрăсемпе, культура çурчӗн ӗçченӗсем, «Гульджамал» фольклор ансамблӗ хатӗрленӗ концерт номерӗсемпе çыхăнса пычӗ. Кашниех вӑйӑсене хастар хутшӑнчӗ. Аслисем те, ҫамрӑксем те айккинче юлмарӗҫ. Уяв лаптăкӗ кӗрлесе тӑчӗ! Вӑйӑсем те хӑйне евӗрлӗ пулчӗç. Ҫамрӑксен хушшинче наци кӗрешӗвӗн ӑмӑртӑвӗсем те, «Автана хӑваласа тытасси» пек вăйăсем те иртрӗç.
Ҫакна кӑна та мар, уяв ячӗпе саламлама та паллӑ эстрада артисчӗ Булат Галлямов килнӗччӗ. Хӑшӗ унӑн сассине ăмсанса тăчӗ, асаилӳ тинӗсӗнче ишрӗ, хăшӗ тата юрă çумне хутшăнса, юрларӗ, ташларӗ. Паллӑ телеертӳҫӗ, ертсе пыракан Ренат Галиаскар уява пухӑннисене култарчӗ те, шухӑша ячӗ – пӗр минута та салхулланма памарӗ.
Шланка ялӗ хӑйӗн историйӗпе тивӗҫлипе мухтанать кӑна мар, малашлӑха та пысӑк шанăçпа пăхать. Ҫакна çирӗплетекенни – пултаруллӑ, хастар, пӗлӳ патне ӑнтӑлакан ҫамрӑксем. Кунта килти выльӑх-чӗрлӗх ӳстерекен, бизнес тытса пыракансем те сахал мар. Унсӑр пуҫне, Шланка ялӗ вӑл – йывӑҫпа ӗçлес енӗпе чи ӑста платникӗсем пулнă, культурӑллӑ, юрлама, ташлама юратакан ҫынсем пурӑнакан ял та.
– Ял халăхӗ – хăй пӗр пысӑк ҫемье пекех. Кашнин пăшăрханăвӗ, савӑнӑҫӗ, пурнӑҫӗ куç умӗнче, – тет ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ильдар Якупов. – Малалла та пирӗн ял аталанса пырсса шанас килет. Çамрӑксем нумай пулччӑр. Ачасем ҫуралччӑр, йӑла-йӗркесем упранччӑр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев