Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Май уйӑхӗнчи пахча ӗҫӗсем

Пахчаҫӑсемшӗн чи яваплӑ тапхӑр

Ҫурхи пӗр кун ҫулталӑка тӑрантарать, теҫҫӗ. Май –шӑпах ҫавӑн пек! Паян  тумалли ӗçе ырана хӑварман вӑхӑт. 

Мульчировани тата удобрени

  Пахчари тӑпрана тӑтӑшах кӑпкалатса, çумкурӑксенчен тасатса тăрăр, вӗсене вăрлăхланма ан парăр.
 Тӗмсене, улма-ҫырла йывӑҫҫисене, нумай ҫул ӳсекен чечексене мульчировать тумалла. Ҫакна ҫӗнӗ компостпа, ҫӗрӗкпе тата пахчари лайӑх тӑпрапа тума пулать. Çакă тăпран составне лайӑхлатать, вӑл лайӑх удобрени шутланать, унта ӳсентӑрана кирлӗ пур япала та тенӗ пекех пур.

 Май уйӑхӗнче пахчара тӗл пулакан тӗрлӗ сӑтӑрҫӑсемпе, чир-чӗрпе кӗрешни пӗлтерӗшлӗ. Улма-ҫырла йывӑҫҫисемпе тӗмӗсене хими препарачӗсемпе юлашки хут ӗçе кӗртме сӗнеҫҫӗ. Йывӑҫсем чечеке ларнӑ вӑхӑтра, пыл хурчӗсене сиен кӳрес мар тесен, наркӑмӑшлӑ химикатсемпе усӑ курасран сыхланӑр.
 

Опытлӑ пахчаҫӑсем дезинфекцилеме лӑсӑллӑ, кукшапуҫсен, гвоздика, ыхра, горчица тата ытти настойӗсемпе усӑ кураҫҫӗ.

Май уйӑхӗнче тӑм ӳкет, ҫавӑнпа ҫанталӑк условийӗсем улшӑннине сӑнамалла. Сăмахран, тӑм ӳксен тӗтӗмлӗ кӑвайт чӗртме пулать, ҫакӑ улма-ҫырла йывӑҫҫисен чечекӗсене сивӗрен сыхлӗ. Тӗтӗмлессине садри ҫӗр çырли йӑранӗсем ҫинче те ирттерме сӗнеҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫурхи тӑм ӳкнипе чи малтанхи чечекӗсем сиен кураççӗ, вӗсем вара – чи малтан тата пысӑк тухӑҫ паракансем.

Каҫсерен сивӗ пулсан, пахчари ҫӗр çырли йӑранӗсене хулăн хутпа е хаҫатсемпе витме сӗнеҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев