Май уйӑхӗнче канмалли кунсем
Ӗнер. Паян. Ыран
Кӑҫалхи май уйӑхӗнчи уявсем юлашки сакӑр ҫулта чи кӗски пулӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫул каникулӗсенчен канмалли кунсене куҫарманнипе кӑҫал май уявӗсем чакрӗҫ. Ҫавна пула, Раҫҫей ҫыннисем икӗ хутчен виҫшер кун канӗҫ.
Уявсен пӗрремӗш пайӗ майăн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 3-мӗшӗччен – эрнекунран пуҫласа вырсарникунччен, иккӗмӗшӗ вара, майăн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 11-мӗшӗччен – шӑматкунран пуҫласа тунтикунччен тӑсӑлӗ, мӗншӗн тесен канмалли куна тунтикуна куҫарнӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен, май уйӑхӗнче эрнере пилӗк кун ӗҫлекенсем валли 19 ӗҫ кунӗ тата 12 канмалли кун пӑхса хӑварнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев