Леонид – районăмăрăн мăнаçлăхӗ
Пилотсӑр вӗҫекен аппаратсен ҫарӗсем паянхи кун ҫар службин технологиллӗ ҫул-йӗрӗсенчен пӗри пулса шутланаҫҫӗ.
Пилотсӑр вӗҫекен аппаратсен операторӗн служби тимлӗх тата яваплӑх ыйтать. Пирӗн статьян геройӗ пилотсӑр вӗҫекен аппаратсен операторӗ Леонид Чичеров та ятарлӑ ҫар операцийӗсен зонинче малти линиревӑй хурать.
Леонид Матак ялӗнче çуралса ӳснӗ. Матак вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илет. Шкулти вӗрентекенсем каланӑ тӑрӑх, Леонид лӑпкӑ, анчах питӗ ҫаврӑнӑҫуллӑ, пӗлӳ илме ăнтăлакан пулать. Ял ҫыннисем вара, Леонид уҫӑ кӑмӑллӑ, ӗçе юратакан, яланах пулăшма хатӗр пулнине те калаҫҫӗ.
Матак вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ чухне Леонид спорт, уйрӑмах ҫӑмӑл атлетика енӗпе, лайӑх кӑтартусем тăвать. Темиçе хут çӑмӑл атлетика енӗпе пирӗн район чысне Тутарстан Республикин Спартакиадисенче тата малти вырăнсемшӗн хӳтӗленӗ. Леонид çак ăнăçусемшӗн хăйӗн физкультура учительне В.П.Мердеева тав тӑвать.
Матак вӑтам шкулӗнче 9 класс пӗтерсен, Леонид Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейре вӗренӗве малалла тӑсать. Кунта вӑл химипе биологи предмечӗсене тарӑнрах алла илет, унӑн ӗмӗчӗ – малашне врач пуласси, анчах пурнăç хăйне майлă татса парать...
2020 ҫулта Леонид Ульяновск хулинчи патшалӑх университечӗн медицина факультетне сиплев ӗҫӗн специальноҫӗ енӗпе вӗренме кӗрет. Кунта та ӑна вӗренӳ ҫӑмӑллӑн парăнать, вӑл хӑйӗн курсӗнче чи лайӑх студентсенчен пӗри пулса тӑрать. 3-мӗш курс хыҫҫӑн, Раҫҫей Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен ретне служить тума каять. Службине Приморье крайӗнчи пӗр ҫар чаҫӗнче, танк полкӗнче иртет.
Çар служби хыҫҫӑн, Леонид малалла вӗренме университета таврӑнать. Унтан тетӗшӗ Дмитрий тӗслӗхӗпе РФ Оборона министерствипе контракт çырать, ятарлӑ ҫар операцийӗсен зонине каять. 2024 ҫулхи октябрь уйӑхӗнчен аслӑ сержант Леонид Чичеров контракт службине Донецк Халӑх Республикинче разведчик пулнă май пуçлать. Вăл танкист пулнине шута илсе, кăшт вăхăт иртсен танксен чаçне куҫараççӗ. Тепӗр ҫур ҫултан вара, çар часть командованийӗ Леонида пилотсăр вӗçекен аппаратсен операторӗ пулма, Мускав çывӑхне вӗренме ярать.
Леонид Чичеров пирӗн районтан, пӗрремӗшӗсенчен пулса, çак профессие алла илнӗ çар çынни. Çар операцийӗн зонинче кӑтартнӑ паттӑрлӑхӗсемшӗн «Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан», 2-мӗш степеньлӗ «Хӑюлӑхшӑн», «Суворов» медалӗсемпе наградӑланать. Хальхи вӑхӑтра черетлӗ наградӑна – 1-мӗш степеньлӗ «Паттӑрлӑхшӑн» медале илме тӑратнӑ.
Леонид – ял çыннисемшӗн кăна мар, районăмăршăн та пысăк мăнаçлăх пулса тăрать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев