Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Купӑстана мӗнле ӳстермелле?

Сывлăх

Купӑста – усӑллӑ пахчаҫимӗҫ, ӑна нумайӑшӗ хӑйсен пахчисенче ӳстересшӗн. Купăста ӳстернӗ чухне килсе тухнă йӑнӑшсенчен мӗнле хӑтӑлмалла, лайӑх тухӑҫ мӗнле ӳстермелле? Тутарстан Республикинчи «Россельхозцентр» учрежденийӗн филиалӗн ертсе пыракан агрономӗ Салават Галимзянов хӑйӗн канашӗсемпе паллаштарать.

– Паллах, тӑпрана тӗрӗс хатӗрлессинчен пуҫламалла. Шӑпах тӗрӗс хатӗрленӗ, ҫумкурӑкран тасатнӑ, кӑпӑшка, нӳрӗ тӑпра купăстана ӳсме лайӑх условисем туса парӗ. Акас умӗн мӗнпур ҫумкурӑка пуҫтарса ҫӗре 30 сантиметр тарӑнӑшне тарӑнлатмалла. Ҫавӑн пекех, 2-3 эрне хушшинче, сӑмахран, органикӑллӑ тата минераллӑ удобренисем, компост е çӗрнӗ тислӗк, суперфосфат, кӗртни те лайӑх кӑтартусем парать.

Купӑстана ҫутӑ та ирӗклă вырăн кирлӗ, ҫавӑнпа йӑрансене пӗр-пӗрин ҫывӑхне тумалла мар. 
Сорт суйласси

Чи лайӑх вариант Тутарстан Республикин условийӗсенче ир ӗлкӗрекен е вӑтам ӗлкӗрекен сортсене (тӗслӗхрен, «Слава 1305», «Белорусская 455», «Июньская» тата ыт.те) ӳстерни оптималлă вариант пулӗ.
Тата икӗ тӗп вариант пур: е вӑрлӑха тӳрех ҫӗре акмалла, е малтан килте рассада ӳстермелле, унтан ӑна йӑрансем ҫине лартмалла. 

Купӑста – нӳрӗке юратакан ӳсентӑран, ҫавӑнпа тӑтӑш шӑварни, уйрӑмах шӑрӑх типӗ кунсенче, тухӑҫ пахалӑхӗпе калӑпӑшне лайӑх витӗм кӳрӗ. 

Çӗпре белокӗ, кали, магни, тутлӑхлӑ биологи активлӑ компонентсем. Вӗсенче органика тимӗрӗ пур, ку купӑсташӑн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Ҫӗпре ирӗлчӗкӗ ӳсессине стимул парать, ҫӗрӗн пахалăхне лайăхлатать,  купăстсене тутлăхлă веществосемпе апатлантарать, вӗсен иммунитета ҫирӗплетет.

Ӳсентӑрана хӳтӗлесси пирки калаҫнӑ май, купӑстара тӗрлӗ чир нумай тӗл пулать тесшӗн, кашни чире хирӗҫ хӑйӗн меслечӗпе усӑ курмалла. Вӗсенчен чи анлӑ сарӑлнисем – пероноспороз е суя ҫӑнӑх ӑманӗ, купӑста калчисене самай сиен кӳрекен кӑмпа йышши чир. 

Çав вăхăтрах, купӑста пирки калаҫнӑ чухне, унӑн усӑллӑ енӗсем пирки те манмалла мар: унта тӗрлӗ витамин (А, В1, В2, В3, В5, С, E тата ыт.те) тата усӑллӑ минералсем – калипе кальци пур. Унсӑр пуҫне унӑн йышӗнче пыршӑлӑха тата апат ирӗлтерекен тытӑма лайӑх витӗм кӳрекен клетчатка пур. Калорийӗ пӗчӗк пулнипе те вӑл япăхас текенсене пулӑшать. Купӑстана сивӗ вырӑнта нумай упрама пулать, ҫавна май хӗлле те ҫиме пулать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев