Кун-çулӗ ахаль иртмен
Хыпарсем

Кун-çулӗ ахаль иртмен

Санăн çыннусем, Çӗпрел!

Çыннăн шăпи, иртнӗ пурнăçӗ çинчен хăйӗнчен ыйтса пӗлмесӗр çырма пулмасть. Пурнăçӗпе вăл кăмăллă-и, телейлӗ-и?

Николай Степанович Журавлевăн пурнăçӗнче йывăрлăхсем те, савăнăçсем те, хуйхи те, пăшăрханăвӗсем те пулнă. «Пурнăç ӗнтӗ вăл çапла, унта тӗрли пулать», – тет вăл, ӳпкелешмест. Пачах тепӗр майлă, иртнӗ пурнăç çулӗсене аса илсе, хавхаланать кăна. 

Николай Степанович Алешкин-Саплăк ялӗнче Степан пиччепе Екатерина аппа çемйинче, иккӗмӗш ача пулса, çут тӗнчене килет. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ашшӗ вăрçа тухса каять. Тăшмана хирӗç çапăçнă вăхăтра, паттăрлăх кăтарнăшăн, «За отвагу» медале тивӗçлӗ пулать. Йывăр сурансене пула госпитальте сипленнӗ хыççăн, инвалид пулса, тăван ялне таврăнать. Степан пичче инвалид пулсан та, колхоз ӗçӗсенчен пăрăнмасть. Хуçалăхра нумай çул хушши лашасем пăхать. Ачисене те ӗçе юратма вӗрентсе ӳстерет. Ывăлӗ Николай вара, унăн ӗçре тӗп пулăшаканӗ пулать, ашшӗ çумӗнче лашасем пăхать.

«Ывăлăм, эсӗ те лашасем пăхакан пулатăн, ахăр, тесе шӳтлесе ялан кулатчӗ атте», – тет Николай Степанович ашшӗне аса илсе. Николай вара, тракторист профессине суйласа илет. Ялти сакăр çул вӗренмелли шкула пӗтерсен, пӗр класра вӗреннӗ юлташӗсемпе пӗрле, Теччӗ районӗнчи Монастырское ялӗнчи профессипе техника  училищине вӗренме каять. Унта 2 çул вӗренсе, анлă профессиллӗ машинист-тракторист свидетельствине алла илет. Вӗсене, пӗр ушкăн çамрăк трактористсене, Казахстанри çерем çӗрсене уçма яраççӗ. Унта çамрăк специалистсен романтикăлла пурнăçӗ пуçланать.

«Хурçă утсемпе» вӗсем ырми-канми Казахстанăн ӗмӗрхи çерем çӗрӗсене сухалаççӗ, тырă акаççӗ. Анчах та, ашшӗ чирленине пула унăн Казахстанран тăван ялне таврăнма тӳрӗ килет. Николай Калинин ячӗллӗ колхозра тракторист, комбайнӗр пулса ӗçлеме пуçлать. Тыр çи вăхăтӗнче комсомолец-çамрăксен хушшинче пӗрремӗш вырăна çӗнсе илсе, «Тыр çи фрончӗн паттăрӗ» текен кăкăр çине çакмалли значока та тивӗçлӗ пулать, нумай хутчен Хисеп грамотисемпе парнеленет. 

Николай Степанович, 1969 çулта, Упи ялӗн чипер хӗрӗпе Лидияпа пӗрлешсе, çемье çавăрать. Вӗсемшӗн çӗнӗ пурнăç пуçланать. Ку район çӗнӗрен йӗркеленнӗ çулсенче пулать. Районта тӗрлӗ организаци, çав шутра, хуçалăхсем хушшинчи строительство организацийӗ  те, йӗркеленет. Унта шоферсем кирлӗ пулаççӗ, çавăнпа та Николай Степанович çемйипе район центрне, Кивӗ Çӗпрел ялне куçса килет. Çак организацире, хуçалăхсем хушшинчи строительство организацийӗнче, Николай Степанович икӗ теçетке ытла çул тӗрлӗ машинăсемпе шофер, экскаваторщик, гараж заведующийӗ пулса вăй хурать. Тăрăшуллă та чыслă ӗçӗсемшӗн хисепе тивӗçлӗ пулать. Унтан Ульяновск хулинче пӗр çуллăх курсра вӗренсе, мастер-строитель профессине алла илсе таврăнать.

Районта газ кӗртес ӗçсем пуçлансан, «Татгазстрой» организацине ӗçе куçать. Районти нумай ялсенче газ пăрăхӗсем тăснă çӗрте хутшăнать. Çакă та унăн пурнăçӗнче, çерем çӗрсене уçнă пекех, аса илмелли пулăм пулса юлать. Газ кӗртес ӗçсем вӗçленсен, Николай Степанович пурăнмалли çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăха, мастер пулса, ӗçе вырнаçать. Унта вăл мӗн тивӗçлӗ канăва тухичченех вăй хурать. 

Мăшăрӗпе Лидия Федоровнапа пӗрле пӗр хӗрпе икӗ ывăл пăхса ӳстереççӗ. Аслă ывăлӗ Андрей вăхăтсăр çут тӗнчерен уйрăлса кайни çемьешӗн тӳрленми суран пулса юлать. Иккӗмӗш ывăлӗ Сергей – хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийӗн зонинче. Хӗрӗ Марианна Ульяновск хулинче ӗçлесе пурăнать. Кукашшӗн, аслашшӗн савăнăçӗ, пурнăç илемӗ – икӗ мăнук пур.

Хальхи вăхăтра Николай Степановичпа унăн мăшăрӗ Лидия Федоровна килӗнче иккӗш кăна пурăнаççӗ. Мăшăрӗ 4 çул  каялла чирлесе кайни  Николай Степановича питӗ пăшăрхантарать. Апла пулин те, ниме пăхмасăр, вӗсем мӗнпур йывăрлăхсене парăнтарса, пăшăрахăвӗсемпе савăнăçӗсене пӗрле хушса, вăй-хал тупса, иртнӗ пурнăç çулӗсене аса илсе, пурнăçӗсене малалла тăсаççӗ.


Нет комментариев