Культура ӗҫченӗсене чысларӗҫ
Уява кашни çул мартăн 25-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ
Районти Культура çуртӗнче культура ӗҫченӗсен професси уявне халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприяти иртрӗ.
Культура вӑл – халӑх сӑнӗ, унӑн историйӗ, йӑли-йӗрки, ӑс-хакӑл пуянлӑхӗ. Культура ӗҫченӗсем вара – ҫак пуянлӑха упракансем, пулас ӑрусене парса пыракансем. Хӑйсен пӗтӗм вӑйне, вӑхӑтне, чун ӑшшине вӗсем халӑхшăн ӗҫлесе тӑма халаллаҫҫӗ. Ҫак сӑмахсене савăнăçлă мероприятире район пуҫлӑхӗ Марат Гафаровӑн каларӗ, районти культура пурнӑҫне пуянлатакансене, халăха ӑс-хакӑл апачӗ паракан тăрăшуллă çынсене тав турӗ.
– Сирӗн ӗҫ вӑл – професси кӑна мар, пысӑк чун вӑйӗ, пултарулӑх вӑйӗ тата хӑйӗн ӗҫне юратма ыйтакан ӗç те. Эсир ҫынсене савӑнӑҫ, хавхалану, лайӑха шанăç парнелетӗр, çакна вара хакласа пӗтерме те çук, – терӗ Марат Гафаров.
Уяв сунăмӗсене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов, культура пайӗн пуҫлӑхӗ Зульфат Сагдиев, профсоюз комитечӗн председателӗ Мансур Айметов та пӗлтерчӗç.
Уяв шайӗнче культурӑн чи лайӑх ӗҫченӗсене чысларӗҫ. Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн, культура ӗç-хӗлне пай кӗртнӗшӗн культура ӗҫченӗсене Хисеп грамотисемпе Тав ҫырӑвӗсем пачӗҫ, культура ӗҫченӗсен профсоюз комитечӗ ячӗпе те парнесем валеҫрӗҫ.
Пӗр сӑмахпа каласан, район шайӗнчи пӗр мероприяти те культура ӗҫченӗсем хутшӑнмасӑр иртмест. Ҫак кун вара, хăйне евӗрлӗ пулчӗ. Культура ӗçченӗсем чӑннипех канчӗç, вӗсем валли Тутарстан халӑх артисчӗ, ентешӗмӗр ИлСаф, чӑваш эстрада артисчӗсем Денис Антипов, Оксана Степанова, баянист Ракип Шафигуллин кăмăллă уяв туса пачӗç.
Справка
Паянхи кун тӗлне районти культура ӗçӗ-хӗлӗнче 180 ҫын вăй хурать, вӗсем ҫулталӑкне 9 пине яхӑн мероприяти хатӗрлеҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев