Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Кӗрхи призыв пуçланчӗ

Хальхинче ҫар службине 40 ытла Çӗпрелӗн çамрăкӗсене чӗнсе илӗҫ

Октябрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа ҫар службин кӗрхи призывӗ пуҫланчӗ. 

Иртнӗ эрнере районта виҫӗ кун хушши ҫарпа медицина комиссийӗ ӗҫлерӗ. 

Медицина комиссийӗ кашни призывникăн сывлӑхне тӗплӗн тӗрӗслерӗ. Кунта медицинӑри стандартлӑ анализсене кӑна мар, ӳт-пӳ енчен хатӗрлӗхе те, службăна кансӗрлеме пултаракан шала кайнă чирӗсем пуррине тӗрӗслесси кӗрет. Комисси каччăсен пӗлӗвне, профессине, ҫемьери лару-тӑрӑва тата ытти кирлӗ факторсене шута илет. 

Аслă вӗренӳ заведенийӗсенче вӗренекен каччăсене вӗренӳ вӗçлениччен тӑхтаса тăма ирӗк параҫҫӗ.

Çар комиссарӗ Радик Тухфатуллин каланӑ тӑрӑх, призыв декабрӗн 31-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Сроклă служба вӑхӑтӗнче пӗр призывника та «Хӗрӳ точкăсене» ямӗç. Служба срокӗ — 1 ҫул.

Малалла тăсса

Ҫар службин призывӗнче улшӑнусем те пур. Халӗ ҫар билечӗ пулманнисене 30 ҫула ҫитиччен чӗнтерӗç. Ӗлӗк ҫак ӳсӗм чикки 27 ҫулччен пулчӗ. Контракпа та халӗ 18 ҫул тултарсанах çар службине кайма пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев