Кӳршин укçине вӑрлама хӑтланнӑ
Прокуратура хыпарлать
Ҫӗпрел районӗн прокуратури 2026 ҫулхи январӗн 30-мӗшӗнче районта пурӑнакан 24 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе айӑплав пӗтӗмлетӗвӗ ҫирӗплетнӗ.
Иртнӗ çул, октябрь уйӑхӗнче, вӑл кӳршин манса хӑварнӑ телефонӗпе усӑ курса, унăн банк счечӗ çинчен 50 000 тенкӗ укçине куҫарма шут тытнӑ. Анчах та хӑйӗн ӗҫне пурнӑҫлама май килмен, мӗншӗн тесен банк ҫак шиклӗ операцие ирттерме чару хурать. Ҫавна май, хӗрарӑмӑн преступлениллӗ ӗҫӗ вӗҫне ҫитмесӗр юлать. Районта пурӑнакан ҫак хӗрарăм вӑрланӑшӑн маларах та уголовлӑ майпа явап тытни паллӑ, апла пулин те тӳрлетӳ ҫулӗ ҫине тӑма кирлӗ тесе шутламан вӑл.
Район прокуратури хыпарланă тăрăх, айӑпланакана айӑплав пӗтӗмлетӗвӗн копине панӑ хыҫҫӑн, уголовлӑ ӗҫ материалӗсене малалла пӑхса тухма суда ярса парӗҫ.
Материала Ҫӗпрел район прокуратури панӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев