Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ӗҫкӗпе иртӗхни усӑ кӳмест

Ҫӗршывра ӗҫкӗлӗх проблемине эпидеми чирӗпе танлаштарма пулать

Пирӗн обществӑн ӗмӗрсем хушши çӗнтерме пулман тата сиплеве парӑнман хӑрушӑ чирӗ – ӗҫкӗлӗх инкекӗ ҫинчен районти тӗп больницӑн врачӗ Айнур Алимовпа калаҫу йӗркелерӗмӗр.

– Айнур Ильдарович, эрех ӗçни мӗншӗн психика тӗлӗшӗнчен чир пулса шутланать?

– Паян алкоголь шӗвекӗсем чи популярлисем, сутуҫӑсемшӗн чи тупӑшлӑ продуктсенчен пӗри пулса шутланаҫҫӗ. Вӗсен составӗнче этил спирчӗ. Ку вара сиенлӗ, нерв тытӑмне сиенлетекен, шалти органсене пысӑк сиен кӳрекен наркӑмӑш. Спиртлă шӗвексем час-часах ӗҫекен ҫын тӳрре тухма тӗрлӗ сӑлтав тупать, чир мана пырса тивмӗ тесе шутлать. Çын вара хӑй чирлеме пуçланине сисмесӗрех юлать. Алкоголизм чирӗ – спиртлă шӗвексене виçесӗр ӗçнипе килсе тухакан психика чирӗ.

Алкоголь шӗвекӗ хырӑмлӑхпа пыршӑлӑхӑн лӑймака сийне хӑвӑрт сăрхăнса кӗрет, шутлă минутсенче юна лекет, юнпа пӗрле пуҫ мимине, пӗвере кӗрет. Пуҫ мимин ӗҫ-хӗлне чакарать: шухӑшсен концентрацийӗ пӑсӑлать, тимлӗх чакать, шухӑшсем арканаҫҫӗ. Ӳт айӗнчи капиллярсем сарӑлаҫҫӗ, ҫавӑнпа ӳт ҫине юн килесси нумайланать, ӑшӑннă пек туйăнать. Тӗрӗссипе, ку ун пек мар, алкоголь организма ӑшӑтмасть. Спиртлă шӗвексем (кирек мӗнли) пуҫ мимин центрне начар витӗм кӳнӗрен хускану, калаçу пӑсӑлать, ӳсӗр ҫыннӑн тыткаларӑшӗ тепӗр чухне палламалла мар улшӑнать.

– Эрех-сӑра тӑтӑшах ӗҫни этем организмӗн хӑш пай+ӗсене ытларах сиен кӳрет?

– Эрех-сӑра нумай вӑхӑт ӗҫни сывлӑха пысӑк сиен кӳрет: пӗвер ӗҫӗ пӑсӑлать, юн пусӑмӗ ӳсет, чӗре чирӗсем, инсульт, усал шыçă чирӗсем (уйрӑмах ҫӑвар хӑвӑлӗнче, апат хуранӗнче), панкреатит килсе тухать. Ӗçкӗçӗсен 10-20 проценчӗн пӗвер циррозӗ аталанать, вӑл сипленми чире çаврăнать. Циррозсӑр пуҫне чылай ӗçкӗçӗн алкоголь гепатичӗ палăрать. Пӗвер сиенленни юнри сахӑр шайне ӳстерет. Вӑл вар-хырӑмӑн лӑймака сийне мӗнле аркатни, мӗнле чир кăларса тăратни çинчен каламасӑрах паллӑ. Эрех-сӑрапа иртӗхекен ҫыннӑн апатлану япӑхланать – алкоголь пысăк калориллӗ пулнӑран алкоголик ҫителӗксӗр ҫиет. Ҫавна пула организма кирлӗ витаминсем, минералсем кӗмеҫҫӗ, сывлӑха пысӑк сиен пулать.

– Алгоголизма несӗллӗх вӑйлӑ витӗм кӳрет теҫҫӗ. Ку тӗрӗс-и?

– Алкоголе хăнăхасси хӑш чухне ҫыннăн генӗсенчен те килет, унтан пурнӑҫ йӗркине те витӗм кӳрет. Алкоголизм – вӑраха кайнӑ чир,  сипленмесен, пурнӑҫ йӗркине улӑштармасан, ӗмӗр тӑршшӗне тӑсӑлать. Енчен те чир аталаннине туйсан, хӑвӑра алла илсе сипленсен, чире йӑлтах ҫӗнтерме, йывӑрлӑхсенчен хӑтӑлма пулать.

– Ҫакӑн ҫинче тӗплӗнрех чарӑнса тӑрасчӗ...

– Халӑх мелӗсем ҫине ытлашши шанма юрамасть – вӗсем алкоголизма сиплеме сахал пулӑшаҫҫӗ. Сипленес кăмăл пулсан хальхи меслетсемпе усӑ курмалла, вӗсен тухӑҫлӑхне наука тӗлӗшӗнчен ҫирӗплетсе панӑ.

Организма наркӑмӑшран тасатни – ҫак меслет юраман апатпа е эмелпе наркӑмӑшлансан усӑ куракан хатӗрсен комплексне аса илтерет. Курс тӗллевӗ – чирлӗ ҫынна юнри тата апат хуранӗнчи алкоголь арканӑвӗн витӗмӗнчен хӳтӗлесси, чирлӗ ҫыннӑн организмӗнчен наркӑмӑшлӑ продуктсене кӑларасси. Сипленнӗ хыҫҫӑн, ҫыннӑн алкогольлӗ шӗвексен тӗлӗшӗпе йӗрӗнеслӗх туйăм килсе тухать, спирт шӑрши вара кӑмӑла пӑтратать. Ҫапла вара ырӑ динамика палӑрать: пациент майӗпен урӑ пурнӑҫ йӗркине таврӑнать.

– Тавах сире калаҫушӑн!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев