Коррупцие хирӗҫ кӗрешесси – пӗрлехи ӗҫ
Кун темипе
Коррупцие хирӗҫ кӗрешес ӗҫе йӗркелесе пыракан комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ.
Мероприяти районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ларусен залӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ертсе пынипе иртрӗ.
Лару вӑхӑтӗнче коррупцие хирӗҫ политикӑна пурнӑҫа кӗртессин, бюджет укҫи-тенкипе тӗллевлӗн усӑ курассин тӗп ыйтӑвӗсене, ҫавӑн пекех, граждансен ыйтӑвӗсемпе ӗҫленин кӑтартӑвӗсене пӑхса тухрӗҫ. Мероприятире хутшӑнакансем «Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗнче 2015-2028 ҫулсенче коррупцие хирӗҫ политикӑна вăя кӗртесси» муниципаллӑ программӑн 2025 çулхи мероприятисене пурнӑҫланин пӗтӗмлетӗвӗсем ҫине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрчӗҫ.
Коррупцие хирӗҫ кӗрешес ӗç-хӗл енӗпе ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсем пирки район пуҫлӑхӗн коррупцие хирӗҫ кӗрешес ыйтусемпе ӗҫлекен пулӑшуҫи Раиль Мухаметзянов доклад турӗ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, 2025 ҫулта муниципаллӑ ӗçченсемпе муниципалитет должноҫӗсене йышӑнакан ҫынсем хушшинче коррупци енӗпе ҫыхӑннӑ преступленисене тупса палӑртман.
– Иртнӗ çулăн отчетлӑ тапхӑрӗнче тупӑш декларацийӗсене тултарас енӗпе семинарсем, муниципалитет служащийӗсемпе ӑнлантарусем, коррупци палӑрӑмӗсене хирӗҫ тӑма пулӑшакан мероприятисем йӗркеленӗ, – тесе палӑртса иртрӗ Раиль Мухаметзянов.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫулталӑк хушшинче коррупцие хирӗҫ кӗрешес енӗпе районти вӗрентӳпе культура учрежденийӗсенче класс сехечӗсем, ҫавра сӗтелсем, ӳкерчӗксемпе плакатсен конкурсӗсем, викторинӑсемпе информаци акцийӗсем ирттересси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
– Ҫулталӑк хушшинче коррупципе кӗрешес тӗлӗшпе 126 мероприяти ирттернӗ. Социаллӑ сетьсенче тата официаллӑ сайтсенче халӑх валли право тӗлӗшӗнчен ҫутатнă материалсем тӑтӑшах вырнаҫтарса пынă, – тесе калаçрӗ Раиль Мухаметзянов.
Район территорийӗнче муниципалитет пурлӑхне тата бюджет укҫи-тенкине контрольте тытас енӗпе контрольпе счет палатин председателӗ Резида Гафурова тухса калаҫрӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл муниципалитет пурлӑхӗпе бюджет укҫи-тенкипе тӗллевлӗ усӑ курассин законлӑхӗпе тухӑҫлӑхне тивӗҫтерес тӗллевлӗ ыйтусене ҫутатрӗ.
Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Ильмир Измайлов шалти финанс контролӗ пирки калаçрӗ.
Районти Ӗҫ тӑвакан комитетӑн ӗҫӗсен енӗпе управляющийӗ Дамира Сабирзянова комисси членӗсене граждансенчен 2025 ҫулта кӗнӗ ҫӑхавсем тата йышăннă ыйтусем пирки информаци пачӗ. Докладчик каланӑ тӑрӑх, килнӗ çăхавсене пурне те палӑртнӑ вӑхӑтра пӑхса тухнӑ. Должноҫри ҫынсен ӗҫ-хӗлне пырса тивекен коррупци факчӗсем палӑрман.
Лару вӗҫлесен, комисси 2026 ҫулхи ӗҫ планне ҫирӗплетрӗ. Приоритетлӑ ҫул-йӗрсем хушшинче – интерессен конфликтне сирмелли механизмсене малалла лайӑхлатасси, муниципаллӑ ӗçченсен тӑкакӗсене контрольте тытассине вӑйлатмалли, ҫавӑн пекех, коррупцие хирӗҫ кӗрешес çул-йӗр енӗпе ҫутатмалли системăллă ӗҫе малалла тӑсмалли пунктсене палăртрӗç.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров коррупцие хирӗҫ кӗрешӗвӗн политикине тата та çивӗчрех тӑвас тесе палӑртнӑ мероприятисене тивӗҫлӗ шайра ирттерме тӗллев лартрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев