Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Контрактниксене тӳлевсем — 2 миллион тенкӗ таран

Тутарстанра контракт тума кӑмӑл тӑвакансене пӗр вӑхӑтра парăнакан тӳлев сентябрӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа 2 миллион тенке тӳрӗ килет.

КОНТРАКТНИКСЕМ ИЛЕКЕН УКҪА-ТЕНКЕ ҪАКӐН ПЕК ТӲЛЕВСЕНЧЕН ТĂРАТЬ:

— Тутарстанран — 1,3 миллион тенкӗ,

— РФ Оборона Министерствинчен — 400 пин тенкӗ,

— ТР муниципалитетсенчен — 300 пин тенкӗ.

Ятарлӑ çар операцийӗн зонинче çар ҫыннисене, уйӑхне 210 пин тенкӗрен пуçласа, укҫа-тенкӗпе тивӗҫтереççӗ.

Пӗр хут парăнакан тӳлеве Татарстан территорийӗнче контракт тăвакан кашнинех пама пӑхса хӑварнӑ. Ытти регионсенче пурăнакансене, ют ҫӗршыв гражданӗсене ҫул ҫинчи тата регистраци вӑхӑтӗнче пурӑнмалли тӑкаксене тӳлеҫҫӗ. Вӑл пӗр кунран ытла пымасть. Ют ҫӗршыв ҫыннисемпе вӗсен ҫемйисене РФ гражданствине тата ИНН илме пулӑшӗҫ.

Тутарстанра контрактник ҫар чаҫӗпе специальноҫне суйласа илме пултарать. Контракт тунӑ хыҫҫӑн ҫар ҫыннисене пӗр вӑхӑт парăнакан тӳлев, обмундировани, мӗнпур кирлӗ япаласен комплектне тата медикаментсем параҫҫӗ. Ҫар служащийӗсене ятарлӑ çар операцийӗн зонине ӑсатас умӗн ҫар ӗҫне хатӗрлеҫҫӗ. Вӗренӳ Тутарстанпа Самара облаҫӗнчи ятарлӑ полигонсенче иртет.

Контрактниксене укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗсӗр пуҫне республика тата федераци шайӗнчи ҫӑмӑллӑхсене гарантилеççӗ. Ӗçлекенӗсем контракт тунă пулсан, предприятисем вӗсен ӗҫ вырӑнӗсене упраҫҫӗ тата ӗҫ укҫи тӳлеҫҫӗ. Контракт тунă çар çыннисене çар юхăмӗн ветеранӗн статусне параççӗ.

РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен ретӗнче контракт служби, ҫавӑн пекех премисем, ҫӑмӑллӑхсем тата тӳлевсем ҫинчен heroes-tatarstan. ru сайтра е 117 телефон номерӗпе ыйтса пӗлме пулать. Унсӑр пуҫне, 8 (800) 222 59 00 тата 8 (84375) 2-31-50 телефон номерӗпе шăнкăравласа пӗлме май пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев