Контракт служби ҫинчен
Тăван çӗршывшăн!
Тутарстанра РФ Оборона министерствипе контракт тӑвас текен граждансене тӳлемелли тӳлевсем 2,9 миллион тенкӗпе танлашаççӗ.
Ку ҫӗршыври чи пысӑк тӳлевсенчен пӗри тата Атӑл ҫи федераллӑ округра чи пысӑкки.
Тутарстанра Пилотсӑр системӑсен ҫарне контрактпа службăна каяс текенсемшӗн уйрӑм хӗрӳ лини уҫнӑ, унта 117-мӗш номерпе шӑнкӑравламалла та 4 цифра пусмалла. Енчен те кандидат пуçламăш параметрсемпе пилотсӑр системӑсен ҫарӗсенче контракт тума юрӑхлӑ пулсан, унӑн контакт даннӑйӗсене суйлав пунктӗнчи специалиста парӗҫ.
Пилотсăр çарсен çӗнӗ тӗсӗнчи службжра – ҫар ҫыннисем ҫӗр ҫинче пилотсăр вӗҫекен, ишекен, куҫакан япаласене пурне те тытса пырӗҫ. Унта «Герань» та, «Ҫулҫӳревҫӗ» дронсем те, экипажсӑр катерсем те кӗреççӗ. Çак ҫарсенчи контракт условийӗсем кӑшт уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Тӗп уйрӑмлӑх – контракт вӗҫленнӗ май, ҫапӑҫусем вӗҫленмесен те, служба срокӗ автоматла тӑсӑлманни.
Контрактӑн чи пӗчӗк срокӗ – пӗр ҫул. Унсӑр пуҫне ҫар ҫыннине ытти ҫарсене куҫармӗҫ, вӗрентӳ Тутарстанпа кӳршӗллӗ регионсенче икӗ уйӑхран кая мар пырӗ.
РФ Хӗҫ-Пӑшаллӑ Вӑйӗсен ретӗнче контракт мелӗпе службӑра тăрасси, ҫавӑн пекех, премисем, ҫӑмӑллӑхсем тата тӳлевсем ҫинчен heroes-tatarstan.ru сайтра е 117 телефон номерӗпе шăнкăравласа пӗлме пулать. Ҫавӑн пекех, контрактпа ҫар службине (1-мӗш разрядлине) суйламалли пункта кайма пулать. Адресӗ: Хусан хули, Аэропортская урамӗ, 1/40; телефонӗ: (843) 221-44-52. Кунсӑр пуҫне 8 800 222 59 00 номерпе тата кол-центрăн регионсен хушшинчи 117 номерӗпе шăнкăравласа пӗлме те пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев