Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Контракт мелӗпе служба – пӗр ҫул!

Çар служби

2026 ҫул пуҫланнӑранпа Тутарстанра пилотсӑр системӑсен ҫарӗсенче 300 яхӑн ҫын çар службине кайнă.

Ҫар ҫыннисен хушшинче Тутарстана Раҫҫейӗн ытти регионӗсенчен – Мари Эл Республикисенчен, Чӑваш Енрен, Самара облаҫӗнчен килнисем те пур.

Контракта пӗр ҫуллӑха тăваççӗ. Ҫар ҫыннисем пилотсӑр системӑсен ҫарӗсенче кӑна службӑра тӑрӗҫ, хӑйсем килӗшмесӗр ытти ҫарсене куҫармӗҫ.

Аса илтеретпӗр, Тутарстанра РФ Оборона министерствипе контракт тӑвас текен граждансен тӳлевӗсене ҫулталӑка 7 500 000 тенкӗ таран ӳстерчӗç, 2 900 000 тенки унтах парăнать. Ку ҫӗршыври чи пысӑк тӳлевсенчен тата Атӑл ҫи федераллӑ округри чи пысӑккисенчен пӗри. Унсӑр пуҫне, шӑпах, Тутарстанра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшу пама пулăшакан виҫӗ пин ытла муниципаллӑ акт йышӑннӑ.

Контрактӑн чи пӗчӗк срокӗ – пӗр ҫул. Унсӑр пуҫне ҫар ҫыннине ытти ҫарсене куҫармӗҫ, Тутарстанпа кӳршӗллӗ регионсенче икӗ уйӑхран кая мар вӗрентӗҫ.

РФ Хӗҫ-Пӑшаллӑ Вӑйӗсен ретӗнче контракт мелӗпе службӑра тӑрас, ҫавӑн пекех, премисем, ҫӑмӑллӑхсем тата тӳлевсем ҫинчен heroes-tatarstan.ru сайтра е 117 томерпе телефонпа шăнкăравласа пӗлме пулать. Ҫавӑн пекех, контрактпа çар службине  суйламалшли пункта (1-мӗш разрядлине) кайма пулать.

Адресӗ: Хусан хули, Аэропортовская урамӗ, 1/40; телефонӗ: (843) 221-44-52. Кунсӑр пуҫне 8 800 222 59 00 номерпе тата кол-центрăн регионсен хушшинчи 117 номерӗпе шăнкăравласа пӗлме пулать.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев