Конкурсăн республика тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫи
Конкурса Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланса ирттерчӗç.
2025 ҫулхи июнӗн 23-мӗшӗнче Тутарстан Республикин Патшалӑх Советӗнче 1941-1945 ҫулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ «Ӗҫе тата хӳтӗлеве хатӗр» Пӗтӗм Раҫҫейри Физкультурӑпа спорт комплексӗн проекчӗсен республика конкурсӗнче ҫӗнтерекенсене парнелесси пулчӗ.
Пирӗн районтан çак мероприятире муниципаллă тата республика тапхăрӗсенче çӗнтернӗ Çӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулӗнче вӗренекен Денис Афиногентов хутшăнчӗ.
Дениса саламлатпӑр тата малашне те ăнăçусем тума сунатпӑр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев