Комсомол — манăн çамрăклăх!
Музейри тӗлпулу
Ленинла комсол йӗркеленнӗ кун, П. В. Дементьев музейӗнче «Комсомол — манăн çамрăклăх, манăн шăпа!» çавра сӗтел хушшине Упи ялӗнчи комсомолецсем пуçтарăнчӗç.
Ертсе пыракансем ВЛКСМ историйӗн страницисене уçрӗç, йăли-йӗркипе, Пӗтӗм Раççейри комсомол юхăмӗпе электронлă хăтлавра паллаштарчӗç. Çавра сӗтел хушшинче йӗркеленнӗ калаçура чӗннӗ хăнасем хăйсен комсомолла çамрăклăхне тепӗр хут таврăнчӗç. Альбомри сăн ӳкерчӗксене пăхса тавра курăмне çӗнетрӗç. Пионери вăхăтӗнче çакнă хӗрлӗ галстук, комсомолецсен йышне илни, кăкăр çине комсомол значокӗсене çакни, билетне тыттарни, уставне вӗреннисем пирки калаçрӗç, субботниксене ушкăнсемпе çӳренине, Упири пахчаçимӗç типӗтекен заводра ӗçленисене, ватă çынсене тимуровецсен ушкăнӗпе пулăшма çӳренисене аса илчӗç. Халь çак юхăмăн ӗç-хӗлне аса илсе калаçмалли çеç юлчӗ.
Иккӗмӗш пайӗнче комсомол пирки йӗркеленӗ викторина хутшăнса, çамрăклăха таврăнчӗç, тӗрлӗ ыйтусене хуравларӗç.
Комсомол çӳлӗсенчи хаваслă вăхăтсене аса илсе, чунтан манăçми юрăсем юрларĕç: «Не расстанусь с комсомолом», «Комсомольцы добровольцы», «Комсомол», «Мой адрес — Советский Союз».
Тулли кăмăлпа иртнӗ вăхăтрисене кăмăллăн аса илсе калаçса, хальхи пурнăçа таврăнчӗç. Савăк кăмăлпа килӗсене калаçа-калаçа: «Эх, иртрӗç çулсем, комсомол вăхăтӗнчисене аса илмеллисем», — тесе кайрӗç. Тӗлпулу питӗ ырă та чун-чӗре ăшшипе иртрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев