Хыпарсем

Комисси ларӑвӗнче

Ӗнер. Паян. Ыран

Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерекен комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ.

Комиссийӗн ӗҫӗ Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов ертсе пынипе иртрӗ.
Рустам Мухаметзянов республикӑра аварисемпе çыхăннă лару-тӑру çивӗч юлнине палӑртрӗ. 

2026 ҫулхи июлӗн 13-мӗшӗ тӗлне Тутарстан Республикин ҫулӗсем ҫинче 1507 ҫул-йӗр-транспорт аварине регистрациленӗ, вӗсенче 155 ҫын вилнӗ, 1830-шӗ тӗрлӗ шайра суранланнӑ.

«Хӑвӑртлӑх йӗркине пӑхӑннине, хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе усӑ курнине контрольте тытассине вӑйлатмалла, ҫавӑн пекех, профилактика ӗҫне активлатмалла», – терӗ Рустам Мухаметзянов.

Сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн комисси ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне ӳстерме пулӑшакан хушусем пачӗ.

 


Нет комментариев