Кӑмпа пуҫтарассин вӑрттӑнлӑхӗсем
Сывлăх
Кӑмпана юратакансене ҫак правилӑсем пирки асра тытма сӗнеҫҫӗ.
– Кӑмпана карҫинккана пуҫтарнинчен лайӑххи нимӗн те ҫук. Хутаҫсенче, сумкӑсенче, витресенче вӑл хӑвӑрт пӑсӑлать.
– Кӑмпа пуҫтарнӑ чухне вӗсене ҫыртса пăхма юрамасть! Пӗрре пӑхсан, ку кулӑшла пек туйӑнма пултарать пулин те, нумайӑшӗ шӑпах ҫапла тӑвать те.
– Пасарта туяннӑ кӑмпасем те хӑрушӑ. Унта сире кӑмпасене ӑҫтан тата хӑҫан пуҫтарнине никам та ӑнлантарса памӗ.
– Кӑмпана пухнă кун тирпейлемелле. Ҫиме юрӑхлӑ кӑмпа та ытла нумай тăрсан, наркӑмӑшлӑ пулма пултарать.
Наркӑмӑшлӑ кӑмпа ҫинӗ ҫыннӑн сывлăхӗ ҫур сехетрен начарланать. Анчах ҫын хӑйне 2-3 сехет иртсен кăна та япӑх туйма пултарать. Кун пек чухне сурчӑк ытларах та ытларах тухма тытӑнать, аташу, галлюцинаци пулма пултарать, куҫ япӑхланать, куҫҫуль юхма тытӑнать. Ҫын пырӗ типни пирки те ӳпкелешме пултарать. Кӑмпапа наркӑмӑшлансан тар тухать, чӗре таппи япӑхланать. Ҫынна ҫийӗнчех пулӑшу памасан вар-хырӑм, пӗвер тата пыршӑлӑх пек кирлӗ органсем сиенленме пултараҫҫӗ, ҫын суккӑрланма е вилме те пултарать. Асӑрхануллӑ пулӑр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев