Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Клементьевсем – «Ялти ҫемье»

Июнӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа июнӗн 10-мӗшӗччен Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑк çемйи» конкурсӑн регионти тапхӑрӗ иртӗ

Конкурса https://конкурсы-фонда.рф / ссылкăпа электронлă платформăра йӗркелеççӗ. 

Раҫҫейре ӑна 2016 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Конкурса Раҫҫей Федерацийӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви тата пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрури ачасене пулăшакан фонд ирттерет. Унӑн тӗп тӗллевӗ – ҫемьесен ят-сумне ӳстересси, ҫемье хаклӑхӗсене сыхласа хӑварасси. Ҫӗнтерӳҫӗсене 6 номинаципе палӑртаҫҫӗ: «Йышлă  ачаллӑ ҫемье», «Ҫамрӑк ҫемье», «Ялти ҫемье», «Ылтӑн ҫемье», «Ҫемье – йӑла-йӗркене упракан», «Тӑван çӗршыва хӳтӗлекен çемье».

Конкурсӑн регионти тапхӑрӗнче Тутарстана шӑпах ҫемье хаклӑхӗсене, наципе культура йӑли-йӗркине, амӑшлӑха, ашшӗн ҫемьери тата обществӑри авторитетне, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлама пулӑшакан «Нечкэбил» конкурсăн ҫӗнтерӳҫисем – ҫемьесем хӳтӗлӗç. Вӗсен хушшинче «Ялти ҫемье» номинацире – Алешкин-Саплăк ялӗнчи ултӑ ача ӳстерекен Наталияпа  Алексей Клементьевсем хутшăнаççӗ.

Ку Наталияпа Алексей Клементьевсен пӗрремӗш ҫитӗнӗвӗ кăна мар. Район ҫыннисем вӗсене «Нечкэбил» конкурсăн ҫӗнтерӳҫисем пек кӑна мар, ытти нумай конкурссемпе ăмăртусенче хутшăнса, пысăк çитӗнӳсем тунă май та пӗлеҫҫӗ. Кăçал вара, Наталия Клементьева патшалӑхӑн пысӑк наградине – «Амӑшӗн мухтавӗ» – «Материнская слава» медале те тивӗҫлӗ пулчӗ.  Клементьевсен пурнӑҫ девизӗ – «Конкурса хутшӑнатӑн – ҫӗнтермелле!»

Наталия Николаевна Çӗпрел районне 1999 ҫулта кин пулса килнӗ. Вӑл – Патӑрьел районӗнчен. Пурнӑҫ ҫулӗ унăн яланах творчествăпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Пӗр вӑхӑт вӑл чӑвашла кӑларакан «Тăван ен» хаҫат редакцийӗнче те ӗҫлерӗ, халӗ те штатра тӑман корреспондентăмăр пулса тăрать. Хальхи вӑхӑтра Алешкин-Саплăк ял клубӗн заведующийӗ пулса ӗçлет. Мăшăрӗ Алексей Николаевич – «Прогресс» предприятире электро- газосварщик. Ҫемье ултӑ ача ӳстерет: Евгений, Дмитрий, Николай, Кирилл, Мария тата Давид. Ывӑлӗсем: Евгений тата Дмитрий ятарлӑ ҫар операцийӗнче службăра тӑраҫҫӗ.

– Эпир Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑк çемйи» конкурса хутшӑнни тата та савӑнтарать. Конкурс пирки пирӗн пата шӑнкӑравларӗҫ, эсир те хутшӑнатӑр, терӗҫ. Унта кандидатсене «Нечкэбил» конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх палӑртнӑ иккен. Документсем, сӑн ӳкерчӗксем пухрӑмӑр, ярса патӑмӑр. Тутарстанран суйласа илнӗ ултӑ ҫемье хушшинче пулни – пирӗншӗн пысӑк чыс.  Хамăрăн ҫемье ҫинчен видеоролик ӳкертӗмӗр, халӗ пӗтӗмлетӳсене кӗтетпӗр. Ҫемье ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнни – ӑрусем хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетес, ҫемье хаклӑхӗсене упраса хӑварас тата аталантарас ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнать. Конкурса хатӗрленнӗ май, пире ытларах пӗрле пулма, пӗрле шыравсем йӗркелеме, пӗрлехи ӗçсем тума пулăшать, – тесе калаçрӗ Наталия Клементьева. – Пултарулӑха юратни ӑруран ӑрӑва куҫса пырать. Эпир пурте юрă-кӗвӗ юрататпӑр.

Кашни ашшӗ-амӑшӗ хӑйӗн ачине лайӑххине ҫеҫ вӗрентет. Аслисене хисеплӗр, ҫынсене пулӑшӑр, яланах ырӑ тӑвӑр! Клементьевсен çемйинче те  ку ҫаплах.

– Эпир ял пурнӑҫне юратса пурăнатпăр. Çурт туса лартрăмăр. Ачасене ӗҫ воспитанийӗ парассинче ял пурнӑҫӗ пысӑк вырӑн йышӑнать. Пахча, кил-çурт пурри – пысӑк  пӗлтерӗш. Тӗп ӗҫ хыҫҫӑн, эпир кулленхи ӗҫсене пӗрле ӗҫлетпӗр, килте тутлӑ апат-ҫимӗҫе пӗрле хатӗрлетпӗр – ҫакӑнтан та пысӑкрах телей ҫук та пулӗ. Ҫутҫанталӑкра час-часах канма юрататпӑр, ҫырла та, кӑмпа та пуҫтаратпӑр, пулӑ тытатпӑр, матрӳшке, мунча милӗкӗ пуҫтаратпӑр... Эпир ял пурнӑҫӗн мӗн пур илемне туйса илме, вӗсене ачасен чун-чӗрине те хывма тӑрӑшатпӑр.  

Ҫапла, ялта пурӑнса хӑвна республика тата ҫӗршыв шайӗнче те палăртма пулать. Клементьевсен ҫемйин тӗслӗхӗпе. Наталияпа Алексей – чылай конкурсăн ҫӗнтерӳҫисем кӑна мар, Тӑван çӗршыва юратнин, тӑван ҫӗре парӑннин, ӗҫченлӗхпе тӳрӗлӗхӗн тӗслӗхӗ те.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев