Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Клавдия аппан тумхахлă кун-çулӗ

Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурăнакан Клавдия Петровна Мискина (Мулеева) 90 çул тултарчӗ

Çак кун юбиляра сумлă уяв ячӗпе район администирацийӗн представителӗ, Çӗпрел муниципаллă районӗн Ӗç тăвакан комитечӗн строительствăпа çурт-йӗр тата коммуналлă хуçалăх пайӗн начальникӗ Юрий Шуркин, ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков, ялти пенсионерсен совечӗн ертӳçи Геннадий Карсаков саламларӗç. Хăнасем Клавдия Петровнана Çӗпрел район пуçлăхӗн Марат Гафаровăн саламлă çырăвне, парне тата чечек çыххи пачӗç, ырлăх-сывлăх, канлӗ ватлăх, иксӗлми вăй-хал сунчӗç.

Клавдия аппа 1936 çулхи мартăн 24-мӗшӗнче, нумай ачаллă çемьере çут тӗнчене килет. Туслă çемьере 8 ача ӳссе çитӗнеççӗ, анчах та Валя ятлă йăмăкӗ, 8 класс пӗтерсен, автомашина айне пулса, пурнăçран уйрăлать.

– Хальхи вăхăтра эпир 6 пӗртăван: тăватă йăмăкăм Зина, Лиза, Вера, Таня тата эпӗ сывă.  Атте-анне никӗсленӗ çуртра вара шăллăмăр Миккуль, кинӗмӗр Галя килӗштерсе пурăнаççӗ, – тет юбиляр тăванӗсем çинчен сăмах  хускатсан.

Клавдия аппан тумхахлă пурнăç çулӗ çӗршывăмăрăн иртнӗ кун-çулӗпе тачӗ çыхăннă. Хӗрача вăрçă пуçланнă çул 6 çулта çеç пулнă-ха, вăрçăн мӗнпур йывăрлăхӗсене, выçлăха тӳссе ирттерме тивнӗ унăн. 10-11 çулсенчех аслисемпе пӗрле колхозра вăй хунă, уй-хире çум çумлама çӳренӗ. Тăхăнмалли те çукрах пулнипе, 4 класс пӗтерсен, малалла вӗренме май пулман. Йывăрлăхсем нумай пулнă пулин те, анчах пурăнас вăй хăватне çухатман вăл. 

Клавдия аппа сӗлӗ тата ыраш пуссинче çурлапа çулса кӗлте туни, ялта вăл вăхăтра 6 бригада ӗçлени, мӗнпур ӗçе хирте те, фермăра та алă вӗççӗн ӗçлени çинчен калаçрӗ. Ун чухне вăрçă хыççăн фронтовиксем – Петр Кадиров ял пуçлăхӗ, Ленин ячӗпе хисепленекен колхоз председателӗ Кирил Патрин пулнă.

Клавдия аппан ашшӗ Петӗр пичче ялта 30-мӗш çулсен варринче чăн малтан килнӗ «шăллă» трактор çинче ӗçлекенсенчен пӗри пулнă. Ăна вăрçа илмен.

Пирӗн юбиляра пурнăçӗнче ялан çăмăл мар ӗçсене кӳленме тивнӗ. Çулла уй-хирте, хӗлле фермăра ӗçлеме тӳрӗ килнӗ.Малтан Суворов ячӗпе хисепленекен колхозра 10 çул ытла вăл сурăхсем пăхать, унтан пӗр вăхăт хушши шкулта техничка пулса вăй хурать, чи йывăр ӗç вутта алăпа татса, çурса каланккăсене хутса ăшăтмалла пулнă. Шкул вара ун чухне 3 уйрăм зданисенче пулнă.

– Эпӗ çемьере ачасенчен чи асли пулнăран, мана ялан аннепе хамран кӗçӗннисене пăхма тӳрӗ килчӗ. Тен, çавăнпа та çамрăкла çемье çавăрма шутламан. 30 çула çитсен çеç, 1975 çулта, пӗр ял çыннипе Мискин Микульпа пӗрлешсе, çемьеллӗ пултăмăр, анчах мана анне пулма Турри пӳрмен, – тет Клавдия аппа хăй çинчен. Мăшăрӗ Микуль вилсен, вăл çав çуртран тухса, 1976 çулта уйрăм пӳрт илсе, пӗччен пурăнма тытăнать. Кинеми пӗччен пурăнатчӗ пулсан та, вăл хăйне пӗччен тесе туймастчӗ. Унăн йăмăкӗ Лиза тата шăллӗ Микуль çемйисемпе ялта пурăнаççӗ. Вӗсен ачисем те час-часах килсе юр тасатма е ытти ӗçсене тума пулăшаççӗ.
Клавди аппа кăçал хӗле кӗрес умӗн сывлăхӗ кăштах хавшанипе, урисем ыратнăран, ăна йăмăкӗ Елизавета хăй патне хӗл каçма чӗннӗ.

– Йăмăкăмăн килӗнче хама хăнари пек туятăп, мана нимӗн те ӗçлеттермеççӗ, кирлӗ пулсан, йăмăкăн 3 çулти Якур ятлă мăнукӗпе килте юлатăп, ăна пăхатăп, – тесе кăмăллăн калаçать манпа Клавди аппа.

Вăл 90 çулта пулсан та лайăх ăс-тăнлă, кинеми вăрçă вăхăтӗнче аслисенчен вӗренсе юлнă пӗр-икӗ юрă та юрласа кăтартрӗ.
Клавди аппан пуçламăш классенче вăрçă вăхăтӗнче вӗренме тӳрӗ килет. Класра 26 ача вӗреннӗ, тата, çаплах тепӗр класс та пулнă. Халӗ ялта ачасен шучӗ сахал, тет. «Манпа пӗрле вӗреннӗ ачасенчен халӗ ялта никам та юлман. Калама анчах, унтан вара 80 çул иртнӗ ӗнтӗ. Пурнăç çăмăлланчӗ, Мухтав Турра, вăхăтра пенси параççӗ, ӗçмелли-çимелли çителӗклӗ, анчах та хамăр ватăлса çитрӗмӗр, – тесе пăшăрханса калаçрӗ ялăн чи ватă çыннисенчен пӗри иртнӗ пурнăç çулӗсене аса илсе.

Çавра юбилей ячӗпе Клавдия аппана саламланă май, тăнăç пурнăç, ырлăх-сывлăх, вăрăм ӗмӗр тата канлӗ ватлăх сунатпăр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев