Кивӗ Кахăрлă ялӗнче çуралса ӳснӗ Адельбану Миначева та 90 ҫул тултарчӗ.
Иртнисемшӗн кулянмасӑр
Хисеплӗ ветеран хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗнче Кивӗ Чакӑ ял тӑрӑхӗн секретарӗнчен Резеда Аглиуллинаран, тӑванӗсенчен, кӳршисенчен саламсем йышӑнчӗ.
Адельбану Насретдиновна 1935 ҫулхи ноябрӗн 2-мӗшӗнче Кивӗ Кахăрлă ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ вӑрҫӑ çулӗсенчи тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи йывăр тапхăрта иртет.
Шӑпи ӑна пӗртте ачашламан. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ вӑхӑтра вӑл 6 ҫулта кăна пулнӑ. Колхозра, килӗнче тăрăшать вăл, çавна май аслисене пулăшать. Тӑван ялӗнчи 7 ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухать.
1956 ҫулхи февраль уйӑхӗнче пӗр ял каччипе Анвершапа çемье çавăрать. Вӗсем пилӗк ача ҫуратса ӳстереççӗ. Пурне те пӗлӳ илме, пурнӑҫра хӑйсен ҫулне тупма пулӑшаҫҫӗ.
Адельбану Насретдиновна та, унăн мăшăрӗ те ӗç çулӗсене «Ялкын» колхозра ӗҫлесе ирттернӗ.
Ӗҫленӗ хушӑра Адельбану Насретдиновна хӑйне мӗн хушнине пурне те тӳрӗ кӑмӑлпа пурнăçлать, социализмла ӑмӑртӑва хутшӑнать, нумай Хисеп хучӗсемпе чысланать.
Хальхи вӑхӑтра ӗç ветеранӗ ачисем патӗнче, Ульяновск хулинче, пурӑнать. Ҫуркунне вара, тӑван ялне, хăйӗн килне таврӑнать. Унӑн 9 мӑнукӗ тата 11 кӗçӗн мӑнукӗ пур.
Амӑшӗн юбилей кунӗнче ӑна ачисем, мӑнукӗсем саламлама пуçтарăннăччӗ. Тав сӑмахӗсем каларӗҫ, сывлӑх тата телейлӗ ватлӑх сунчӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев