Кивӗ Ишлӗ шкулӗ ҫӗнелет
42 миллион тенкӗ. Ялти чи кирлӗ пулнă социаллӑ объекта тӗпрен юсассине çак суммӑпа палӑртнӑ
Кивӗ Ишлӗре пысӑк та чаплӑ шкулăн зданине 1997 ҫулта хута янӑ. Ӑна Тутарстан Республикин «Татглавинвестстрой» укҫи-тенки шучӗпе тунӑ. Строительство ӗҫӗсене те Нижнекамск хулинчен килсе пурнăçланă.
Косметика юсавне шута илмесӗр, 25 ҫул хушшинче шкулта пысӑк юсав ӗҫӗсем иртмен. Асӑннӑ социаллӑ объектӑн пӗлтерӗшне шута илсе (пӗр ҫуртра шкул, ял библиотеки, фельдшерпа акушер пункчӗ вырнаҫнӑ) ял халӑхӗ валли район ертӳҫисен ӑна федераци шайӗнче юсамалли объектсен списокне кӗртме пултарнипе, кӑҫал «Вӗренӳ» наци проекчӗпе Кивӗ Ишлӗри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта пысӑк ӗҫ пырать. Паллах, Кивӗ Ишлӗ ялӗнчи шкул ӗҫченӗсем ҫакӑншӑн питӗ савӑнаҫҫӗ. Вӗрентекенсемпе техника ӗçченӗсем хӑйсем те юсама пулӑшаҫҫӗ, строительсем хыҫҫӑн тирпейлемелле те, шăлмалла та, çумалла та.
«Кивӗ Ишлӗри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта 22 вӗренекен пӗлӳ илет. Педагогика коллективӗ те, вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗсем те федераци программине лекнӗшӗн савӑннă. Ҫакӑншӑн эпир район пуҫлӑхне, республика ертӳçисене тав тӑватпӑр», – каласа парать шкул директорӗ Миляуша Нигманова.
«Шкул никӗсӗпе каркасӗ ҫеҫ малтанхи пекех юлӗç. Ыттисене пурне те ҫӗнетӗҫ. Строительство ӗçӗсем валли кӑна та 42 миллион тенкӗ уйăрнă. Хальхи вӑхӑтра зданийӗн тăррине улӑштарас ӗҫ вӗҫленнӗ, темелле. Ҫӗнӗ пластик чӳречесене, пӳлӗм алӑкӗсене вырнаҫтарнӑ. Шалти отделка, электромонтаж ӗçӗсене илсе пыраççӗ. Урайсене, маччасене, плитасене ҫӗнетес, ҫакӑнса тӑракан маччасем тӑвас енӗпе ӗҫсем пурнăçлаççӗ. Ăшăпа, шывпа тивӗҫтермелли, таса мар шыв юхтарса кӑлармалли, пушар сигнализацийӗпе видеосăнав тытӑмӗсене йӗркелес ӗçсем вӗҫленсе пыраççӗ», – терӗ Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçин çумӗ Ильгам Бикчуров.
Шкулăн тӗп юсавӗ енӗпе «Стройград» строительство организацийӗ ӗҫлет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев